АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Полковник отпуска тăван ялта ирттерет

05 сентября 2008 г.

 

Владислав Климентьевич Степанов Еншик Чуллă ял тăрăхне кĕрекен Аслă Чуллă ялĕнче çуралнă. Вырăнти шкулта 7 класс пĕтерсен, Шупашкарти 2-мĕш номерлĕ шкул-интернатра вĕреннĕ. 1978 çултанпа — çар ретĕнче. 1980 çулта вăл — медицина службин лейтенанчĕ. Куйбышеври Д. И. Ульянов ячĕллĕ медицина институчĕ çумĕнчи çар-медицина факультетне питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ. 1987 çултанпа В. К. Степанов полковник Екатеринбург хулинче службăра тăрать, Раççей Шалти ĕçсен министерствин шалти çарсен Урал зонинчи çар госпиталĕн операци уйрăмĕн начальникĕ. Служба тивĕçĕсене чыслăн пурнăçласа пынăшăн ăна 8 медальпе наградăланă, çав шутра “Тăван çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн” иккĕмĕш степень орден медалĕпе те. Медицина службин полковникĕ отпуска çулленех тăван ялта ирттерет. Ашшĕ-амăшне — Зоя Андреевнапа Климентий Степанович Степановсене пулăшма васкать. Кăçал та вăл черетлĕ отпуска тăван тăрăхах çитрĕ. Аслăчуллăсем хăйсен паллă ентешĕпе чăннипех те мухтанаççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика