05 сентября 2008 г.
Красноармейски ялĕнче пурăнакан Нина Николаевнапа Виталий Петрович Чаховскисене нумайăшĕ пĕлет, паллать. Кил хуçи чылай çул ĕнтĕ район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнче тĕп инженерта ĕçлет, мăшăрĕ вара Чăваш Республикин Сывлăх тата социаллă аталану министерствин “Красноармейскинчи халăха социаллă пулăшу паракан центр” РПУн халăха килте социаллă пулăшу кÿрекен уйрăмĕн заведющийĕнче вăй хурать.
Туслă çемье 3 ача çитĕнтернĕ. Асли — Андрей — Красноармейскинчи “Чесла” предприятире тимлет. Ун хыççăнхи — Алеша — Мускав облаçĕнче ĕçлесе пурăнать.. Кĕçĕнни — Алина — Шупашкарта. Чаховскисен куç тулли 3 мăнук ÿсет: Александра, Анастасия тата Кирилл.
Нина Николаевнапа Виталий Петрович çемйинче кĕçех тата йыш хушăнĕ. Вĕсем 10 çулхи Ксюшăна усрава илес шухăш-кăмăллă. Виççĕмĕш хут ĕнтĕ Ксюша çуллахи каникул кунĕсене Чаховскисем патĕнче ирттерет. Çак кунсенче кил хуçи хĕрарăмĕ унпа пĕрле Шупашкарти ача çуртĕнче иртнĕ “Пирĕн туслă çемье” конкурса хутшăннă. Вĕсем ытти 9 çемьепе пĕрле тĕрлĕ конкурссенче тупăшнă, юрланă, ÿкернĕ. Кайран пурте пĕрле Çемье гимнне шăрантарнă.
Конкурс кăтартăвĕсемпе Ксюшăпа Нина Николаевна “Хĕвел” ыр кăмăллăх фондĕнчен парнене — велосипеда тивĕçнĕ.
Юлашкинчен ача усрава илме хатĕрленнĕ çемьесем вĕри чей ĕçме сĕтел хушшине ларнă.