АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăрусен эстафети

05 сентября 2008 г.

 

Сентябрĕн 13-мĕшĕнче Шупашкарта “Советская Чувашия” хаçат парнисене çĕнсе илессипе çăмăл атлетсен эстафети старт илет. Ăна А. Г. Николаев летчик-космонавта халалланă.

Темиçе çул ĕнтĕ, кĕркунне спортсменсем тата чупма юратакансем йăлана кĕнĕ ăмăртăва пухăнаççĕ. Эстафета — 2008 — юбилейлă, шучĕпе — 70-мĕш. “Советская Чувашия” эстафети Олимп вăййисен — 1932 çулĕнче çуралнă. Вăйăсем ун чухне Лос-Анджелес хулинче иртнĕ, Раççейрен çав ăмăртусене хутшăнман. Тен, çавăнпах та пуль Шупашкарта хăйсен, “чăваш спортсменĕсен пĕчĕк олимп вăййисене” шухăшласа кăларнă. Ăмăртусем икĕ хутчен – вăрçăччен тата вăрçă çулĕсенче пулман. Эстафета чăн малтанах — Хĕрлĕ лапамра тата ун çывăхĕнчи урамсенче, каярахпа — Республика лапамĕнче, 2002 çулта вара “Спартак” стадионта иртнĕ. Пĕрремĕш старта 38 çын тухнă. 50—60-мĕш çулсенче чупмалли утма çул çинче — 600, 70-мĕшсенче татах та нумайрах, 90-мĕшĕнче 2 пин ытла спортсмен хутшăннă. 21-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче ăмăртăва хутшăнакансен йышĕ 3 пине çывхарчĕ.

Ăмăртусем расхутсăр пулмаççĕ. “Советская Чувашия”, йăлана кĕнĕ тăрăх, çĕнтерÿçĕ-командăсем валли — кубоксем, медальсемпе дипломсем, ăмăртăва хутшăнакансем валли номерсем, тĕрĕссипе каласан, призсем хатĕрлет.

Вуншар фирма, бизнесменсем сывă пурнăç йĕркине пропагандăласа, ăмăртăва спонсорла пулăшу кÿрес тĕлĕшпе хăйсен тÿпине хываççĕ.

Сире спорт уявне хутшăнма, унта харпăр хăй вăйне кăтартма йыхравлатпăр. Эсир уявра пысăк результатсем çĕнсе илнипе çеç мар, унта çĕнĕ тус-юлташсене тупма пултарасса шанатпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика