05 сентября 2008 г.
Чăваш Республикинчи Шупашкар районĕн администрацийĕ Е. В. А-на (малалла вăл Ваççа пулĕ) ашшĕн правинчен хăтарма тата çул çитмен ывăл ачине Е. И. В-на (Игорь) çула çитиччен пăхса усрама уйăхсерен унăн ĕç укçин 1Ĕ4 пайĕ чухлĕ алимент шыраса илме ыйтса, суда тавăç тăратнă. Кăна тавăç тăратакан Игорь Ваççапа Е. А. В. (Аля) мăшăрланура пулнă вăхăтра çуралнипе тата Шупашкар район сучĕ ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене пурнăçлассинчен юри пăрăнса çÿренĕшĕн Альăна, вăл ĕçлесе юсанмалли учрежденире пулнă вăхăтра амăшĕн правинчен хăтарнипе сăлтавланă. Ваççа тавăç ыйтнипе килĕшмен. “Игорь ман ывăл мар. Эпир Альăпа 1997 çултах пĕрле пурăнма пăрахнă. Игорь 1999 çулта çуралнă”, тенĕ вăл. Игорь унăн ывăлĕ пулманнине Красноармейски районĕн сучĕ хăйĕн 2000 çулхи мартăн 7-мĕшĕнчи йышăнăвĕнчех çырса хунă. Çавăнпа та Ваççа судран Шупашкар район администрацийĕн тавăçне тивĕçтермесĕр хăварма ыйтнă. Суд, явап тытакан каласа панине, прокурор заключенине итлесе тата гражданла ĕç материалĕсемпе çыру доказательствисене тишкерсе тухса, Ваççа ыйтăвне тивĕçтернĕ.
Шупашкар районĕн сучĕ хушнипе Игорĕн пеккунĕнчен, асламăшĕнчен Глафирăран тата Улатăр районĕн сучĕ ыйтнипе ку арçын ачан амăшĕнчен Альăран ыйтса пĕлнисенчен çакă паллă пулнă: Игорь урăх арçынран, Çтаппанран çуралнă-мĕн. Шупашкар районĕн сучĕ ача çурални çинчен калакан актра çырнинчен ашшĕ пирки каланине кăларттарнă.
Çав сăлтавсене пула район сучĕ Шупашкар район администрацийĕн тавăçне тивĕçтермесĕр хăварнă.