05 сентября 2008 г.
- Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн диспетчер служби пĕлтернĕ тăрăх, сентябрĕн 4-мĕшĕ тĕлне районĕпе 8006 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вырса çапнă. Ку вăл пухса кĕртмеллин 74,1 проценчĕ пулать.
- Вырса çапнă лаптăкран пурĕ 16454 центнер тырă алла илнĕ е гектарти вăтам тухăç 20,8 центнерпа танлашать.
- Апат-çимĕç фондне 1000 тонна тырă ăсатнă.
- Вырса çапнă 7406 гектар çинчи улăма пухса рулонсем е улмури тунă.
- 900 гектар кĕр тыррисем акса хăварнă.
- “Таябинка” агрофирма” пĕрлешÿпе Л. Артемьев хресчен фермер хуçалăхĕнче 2-шер гектар çĕр улми кăларнă.