05 сентября 2008 г.
Янкасри пуçламăш шкулта кăçал 100-мĕш вĕренÿ çулне кĕтсе илчĕç. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пĕлÿ кунĕ ячĕпе ирттернĕ савăнăçлă уявра вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕсем тата хăнасем кунта шкул уçăлнăранпа пĕр ĕмĕр çитнишĕн икĕ хут савăнăç пулни пирки тулли кăмăлпа пĕлтерчĕç.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа шкулти аслă учитель Л. Петрова салам сăмахĕ каласа уява уçрĕ, шкул пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн представителĕ Р. Мефодьев, пухăннисене ăшшăн саламласа, вĕренÿре ăнăçусем сунчĕ. Çавăн пекех Янкас шкулĕн директорĕнче нумай çул ĕçленĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ З. Долгова, унăн çумĕнче тăрăшнă И. Борисова, ку шкулта вĕрентсе тивĕçлĕ канăва тухнă В. Правдина, А. Осипова, Ю. Николаева педагог-ветерансем, иртнĕ вăхăтсене аса илсе, пурне те ырлăх-сывлăх сунса саламларĕç. Ку шкултах пĕлÿ илнĕ Н. Ершов çыравçă хăйĕн Янкас шкулĕ 100 çул тултарнине халалласа çырнă сăввине вуларĕ, шкула çитес çул валли “Ял пурнăçĕ” хаçат çырăнса пама пулчĕ.
Пĕрремĕш урок “Эпир телейлĕ пурнăçшăн” ятпа иртрĕ. Уяв пурин кăмăлне те кайрĕ.