05 сентября 2008 г.
Нефтьпе газ промышленноçĕн отраслĕнче çĕршер коллектив, пиншер çын кулленхи ĕç вахтине тăрать. Кашниех харпăр хăй вырăнĕнче пĕрлехи пархатарлă ĕçе хăй тÿпине хывать. Вăл шутра “Газпром” тытăмĕнчи “Саратовгазторг” ОООн “Волготрансгаз ОРС” филиалĕн Чăваш суту-илÿ кусчĕн туслă йышĕ те. Унăн 10 точки Шупашкар хулипе Ишлей поселокĕнче, Апашпа Красноармейски ялĕсенче вырнаçнă. Куста пĕлтĕрхи мартăн 20-мĕшĕнчен пирĕн ентеш Наталья Николаевна Соколова (хамăр районти Анаткасра çуралнă, халĕ Красноармейскинче пурăнать) ертсе пырать (пĕлме — унччен ку должноçре А. Горшков,Н. Романов, И. Васильев вăй хунă).Уяв умĕн пирĕн корреспондент Иван Прокопьев çак йышра пулнă, унăн пирĕн районта тăрăшакан çыннисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă.
Красноармейскинчи финн поселокĕнчи “Заволжское” кафере районта е район центрĕнче пурăнакансенчен чылайăшĕ пулса курнă ĕнтĕ. (Сăмах май, мана хама та кунта сахал мар хутчен апатланма тÿр килнĕ.) Суйса каламастăп, çак апатлану çуртĕнче пĕрре пулнă хыççăн кашнийĕнех унта татах та татах апатланас кăмăл çуралать. Мĕншĕн тетĕр-и? Ку ыйтăва хуравлама кафене çÿрекенсене хăйсене сăмах парар-ха. Кунти ыйтусемпе сĕнÿсен кĕнекинчи хăш-пĕр йĕркесемпе паллашатпăр (2005 çулхи май уйăхренпе 28 хут çырса хунă, хулари пысăк кафесенче те кун чухлĕ çырса хуни сайра тĕл пулать пуль — И. П.)
“Заволжское” кафере чи пысăк шайра тивĕçтереççĕ. Кунти апат çитерекенсем питĕ ырă кăмăллă. Наташăна, Светăна тата Валентинăна уйрăммăн ăшшăн тав тăватпăр. Педагогика ăслăлăхĕн кандидачĕ, И. Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУн физвоспитани кафедрин доценчĕ В. П. Симень. 16. 09. 05”.
“Тавтапуç сире, Лена, Света, Рита, Валя, Наташа, пире тутлă апат çитернĕшĕн тата ырă кăмăллă пулнăшăн. “Дар-климат” фирма ячĕпе виççĕн алă пуснă. 2. 02. 06”
“Поварсене пирĕн юбилей уявĕн сĕтелĕшĕн пысăк тав! Пурте тутлă тата капăр. Сирĕн çăмăл мар ĕçре пултаруллă йыша ыррине кăна, телей сунатпăр. Юбиляр тăванĕсен ячĕпе Капинос çемйи. 2. 05. 07”
“ЛЭС служби 13-мĕш кафе ĕçченĕсене çынсене ăшшăн йышăннăшăн тата яланах самаях пĕчĕк хакпа тата тутлă апатланма май туса панăшăн уйрăммăн тав тăвать. Служба ячĕпе дефектоскопист Ф. В. Петров. 20. 11. 07” ( Çакăн пек тав сăмахĕсемех РЭС, КИПиА тата ытти службăсен ячĕсемпе çырнисем те пур).
Автор шучĕпе, çакăн пек сăмахсем çумне кафере апатланакан нумай-нумай çын хутшăнма пултарать. Çакă ĕнтĕ вăл ĕçе чи пысăк хак пани пулмасть-и?
Хаçата материал хатĕрлес тĕллевпе эпĕ августăн 27-мĕшĕнче каç енне (кафе çынсене 12—14 тата 17—20 сехетсенче йышăнать)тепĕр хут пултăм. Çынсем 20 сехетченех апатланма килсе тăчĕç, вĕсене каçхи сменăра Маргарита Фомина (поварта 14 çул) тата Владимир Федоров (кулинари училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн вăхăтлăха ĕçлет) поварсемпе кухня ĕçченĕ Валентина Ефремова каçхи апатпа тивĕçтерчĕç. Апачĕ яланхиллех тутлă та сĕтеклĕ. Кафере, ытти чухнехи пекех, лăпкă та ăшă лару-тăру хуçаланчĕ. Çав кунхи менюпа паллашрăм. Ку хут “Раççейри чи лайăх 100 тавар” паллиллĕ (коллектив ку паллăна чăннипех тивĕçлĕ). Салатсен ретĕнчи апатсен шучĕ кăна 15: тинĕс купăстин салачĕ, “Оливье” салат, пулă консервипе тунă “Оригинальный” салат тата ыттисем те. Кунтах 20 процентлă хăйма (ăна Красноармейскинчи сĕт-çу заводĕнчен илсе килеççĕ), 100 грамĕ- 9, 200 грамĕ — 18 тенкĕ. Пĕрремĕш блюдона нумай тĕрлĕ пĕçермеççĕ: вăл кун менюра аш фрикаделькиллĕ çĕр улми яшкиччĕ (кăнтăрлахи апатра яшкасăр та май çук пулĕ). Иккĕмĕш блюдосем — пулă(сайда), ĕне ашĕ, ĕне чĕлхи, аш суханпа, ял ашĕ, ĕне ашĕнчен хатĕрленĕ шницель, полтава котлечĕ, ăшаланă чăх, соуспа хăймара пăшăхтарнă пĕвер (апатсене кулленех улăштарса тăраççĕ). Соуссем, диетчески апат, пылак блюдосем, кондитер тата пĕçернĕ кукăльсем темиçе тĕрлĕ. “Заказсем йышăнатпăр” кĕтесре кафере заказпа сивĕ закуска 41(кальмар, столичнăй, аш салачĕсенчен пуçласа майонезлă шампиньон таранах), пахча çимĕç çурма фабрикачĕ 13 тĕрлĕ (рислă пахча çимĕç биточки, çĕр улмиллĕ зразы тата ытти те), пулă çурма фабрикачĕсем 17 (пулă котлечĕ, тефтелĕ, фаршланă кальмар…), ашран 17 (гуляш, бефстроганов, бифштекс...), чăхран (киевла котлет, маринадланă чăх, чахохбили…) 11, кулинари продукцийĕ (пулă пюрепе, ĕнепе сысна ашĕн пловĕ, чăх-чĕппе кăмпа валованĕ..) 16, желе 6, çăнăхпа кулинари изделийĕсем 18 тĕрлĕ хатĕрлеме йышăннине пĕлтĕм, чылайăшне кунти магазина сутма кăлараççĕ. Пĕчĕк йыш (кафере ĕçлекенсем пĕтĕмпе те 8-ăн кăна вĕт!) çакăн чухлĕ калăпăшлă ĕç тума пултарнинчен чăннипех те тĕлĕнмелле. (Ирĕксĕрех çак калăпăш каллех хулари пысăк апат-çимĕç комбиначĕн ĕçне аса илтерет). Августăн 28-мĕшĕнчи кăнтăрлахи сменăра вара каллех пурте ĕç вырăнĕнчеччĕ (каçхи смена 17 сехет хыççăн 20 сехетчен юлать, кунсерен улшăнса тăрать): çÿлерех асăннисемсĕр пуçне Наталья Николаевна Соколова директор (унччен 14 çул Красноармейскинчи сĕт-çу заводĕнче сепараторщицăран пуçласа директора çитнĕ, 3 çул райпо тытăмĕнче, кунти общепит директорĕнче те вăй хунă), производство пуçлăхĕ Светлана Аркадьевна Орлова (хамăр районти Тури Типçырмара çуралнă, 15 çул газ уçлакан станци столовăйĕнче аслă поварта ывăнма пĕлмен, 2003 çултанпа вара çак кафере, ăна пултаруллă ĕçшĕн район администрацийĕн Хисеп грамотипе те чысланă), Светлана Геннадьевна Кириллова, Елена Вячеславовна Кириллова, Наталья Григорьевна Николаева (кашнин ĕç стажĕ вуншар çул ытла) тата Татьяна Алексеевна Трофимова (райцентрти иккĕмĕш вăтам шкулта вун сакăр çул столовăй йышне ертсе пынă, халĕ вăхăтлăха кафере повар). Валентина Николаевна Борисова технолог отпускраччĕ (коопераци техникумĕнче заочно вĕренет). Пĕр кунра вăтамран кафере 150 çынна яхăн апатланать, тепĕр чух вĕсен йышĕ 200-е те çитет. Уйăх планĕсем тулсах пыраççĕ, уйăхри тавар çаврăнăшĕ 200—230 пин тенкĕпе танлашать (газ уçлакансем газ пăрăхĕсен трассине тухса ĕçленĕ чух (“огневые”) ку хисеп икĕ хута яхăнах ÿсет). Район центрĕнчи предприятисемпе организацисем, учрежденисем, уйрăм çынсем те кафе пулăшăвĕпе анлăн усă кураççĕ. Район центрĕнчи “Чесла” пĕрлешÿ, акă, куллен термоссемпе 20-шер порци апат илсе каять. Чылайăшĕ кафене килсе апатланать. Пурне те кăмăлпа йышăнаççĕ тутлă апат хуçисем, кулленех вуншар çынран тав сăмахне тивĕçеççĕ.
Професси уявĕ çитнĕ май, паллах, газ уçлакан станцири 5-мĕш столовăй ĕçченĕсене те лайăх енчен палăртмасăр хăвармалла мар. Кунти производство заведующийĕ Елена Геннадьевна Захарова, Нина Кирилловна Анисимова, Нина Михайловна Павлова, Зоя Егоровна Петрова, Ирина Алексеевна Жукова, Эмма Алексеевна Петрова поварсем, кухня ĕçченĕсем Альбина Леонидовна Козлова, Алена Вячеславовна Александрова газ уçлакансене апат пĕçерсе çитернĕ çĕрте вуншар çул тăрăшаççĕ.
Кафепе столовăй çумĕнче суту-илÿ точкисем (магазинпа буфет) ĕçлеççĕ. 20-мĕш магазин (Тамара Петровна Ильина аслă сутуçăпа Татьяна Григорьевна Никандрова сутуçă) уйăхсерен 300—350 пин тенкĕлĕх тавар сутать. 25-мĕш буфет (сутуçисем Лидия Гавриловна Матвеевапа Эльвира Павловна Степанова), тĕпрен илсен, ЛПУМГ ĕçченĕсене тивĕçтерет. Починкинчи хушма хуçалăхра кăларакан тĕрлĕ йышши кăлпассие, ытти продукципе таварсене газ уçлакансем кăна мар, район çыннисем те хапăлласа туянаççĕ. Чăваш суту-илÿ кусчĕн водителĕ Александр Анатольевич Афанасьев тĕрлĕ таварсене столовăйсемпе магазинсене вăхăтра турттарса тăрать. Директор Валентина Анатольевна Мудрова кладовщикăн ĕçĕпе те кăмăллă. Кирлĕ чухне Заволжски ЛПУМГран та нихçан та пулăшусăр хăвармаççĕ. Хăйсене ĕçлеме кирлĕ условисем туса панăшăн Наталья Николаевна Соколова директор уйрăмах Сергей Алексеевич Александров директора, унăн çумне Алексей Петрович Анисимова, автотранспорт цехĕн начальникне Станислав Павлович Иванова чĕререн тав тăвать, професси уявĕ ячĕпе саламласа ырă сунать.
— Хамăр ĕçе юратса тăватпăр. Çакă ĕнтĕ пĕтĕмĕшле ÿсĕмсем патне илсе пырать те, — хăйсем çынсене кирлĕ куллен тăвакан ĕçшĕн мăнаçланса тулли кăмăлпа пĕлтерет Наталья Николаевна.
13-мĕш кафере, Чăваш суту-илÿ кусчĕн директорĕн пÿлĕмĕнче коллектива хастар ĕçшĕн наци тараватлăхĕн, “Газпром” кулинарĕсем — ачасене” выставкисене хутшăннăшăн “Волготрансгаз ОРС” директорĕ В. Зеленин, профком председателĕ Д. Филатова алă пусса панă дипломсем çакăнса тăраççĕ. Кунти сутуçăсем вара хăйсен ĕçне Мускаври выставкăра та кăтартма тивĕçлĕ пулнă, Чăваш Республикинче туса кăларнă продукцие сутса, наградăсене тивĕçнĕ.
Эпĕ “Газпром” акционер пĕрлешĕвĕнчи чикĕллĕ яваплăхлă “Саратовгазторг” пĕрлĕхĕн “Волготрансгаз ОРС” филиалĕн Чăваш суту-илÿ кусчĕн мĕн пур çыннисене, вĕсемпе пĕрле хамăр район территорийĕнче вырнаçнă газ уçлакан станцири мĕн пур ĕçченсене, вĕсен професси уявĕ ячĕпе саламласа малашнехи ĕçре пысăк çитĕнÿсем, иксĕлми вăй-хал, ăнăçупа телей, кил ăшши сунатăп.