АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх ыйтăвне тивĕçтерес тесе

05 сентября 2008 г.

 

"Тÿрĕ лини" халăх шухăш-кăмăлне, унăн суйхи-хуйхине пĕлмелли лайăх мел. Унпа юлашки вăхăтра ытларах та ытларах усă курма пуçларĕç. Акă, сентябрĕн 2-мĕшĕнче Трак енре пурăнакансем районти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн муниципаллă предприяти директорĕпе В. Л. Петровпа "Тÿрĕ линипе" хăйсене хумхантаракан вăл е ку ыйтупа телефонпа çыхăнса калаçма, тивĕçлĕ хурав илме пултарчĕç.

"Тÿрĕ лини" икĕ сехете пычĕ.

Чи малтанах В. Петров патне Красноармейскинчи Ленин урамĕнчи 12 хваттерлĕ 36-мĕш çуртра пурăнакан В. П. Петрова пенсионерка шăнкăравларĕ. Пирваях вăл Владислав Лаврентьевича çынсен кулленхи ыйтăвĕсене тивĕçтерессипе çыхăннă çăмăл мар ĕçре вăй хума ырлăх-сывлăх сунчĕ. Унтан шалкăм çумăр çунă чух хăйсен хваттерне шыв анни çинчен пĕлтерчĕ. “Çав кăлтăка пĕтерме çук-ши”, кăсăкланчĕ Василиса Петровна. Вăйлă çумăр вăхăтĕнче ку çуртри 11-мĕш хваттере те шыв анни пирки унта пурăнакан Ю. Борисов та шăнкăравласа пĕлтерчĕ.

— Эпир кăçал чылай çуртсен тăррисене юсарăмăр. Сирĕн патран çурт тăрри шыв яни пирки пĕр хыпар та пулман. Сире хитре карта тытса патăмăр кăçал. Çывăх кунсенчех платниксене яратăп, йĕркене кĕртет-пĕр, — терĕ Владислав Лаврентьевич, Василиса Петровнăна ырă сăмахсемшĕн тав тунă май.

В. Петров сĕтелĕ çинчи телефон тепĕр вăхăтран каллех сас пачĕ. Ку хутĕнче район администрацийĕн социаллă аталану секторĕн заведующийĕ В. Н. Лукин районти халăх пултарулăх çуртĕнче электрощитран çунăк шăрши кĕни пирки каларĕ, çавăнпа та электрике хăйсем патне васкавлăн яма ыйтрĕ.

Владислав Лаврентьевич çийĕнчех ун ыйтăвне тивĕçтерме васкарĕ, электрике, хăвăрт телефонпа пĕлтерсе, чĕннĕ çĕре кайма хушрĕ.

Тепĕр çур сехетрен В. Н. Лукин çийĕнчех пулăшу янăшăн Владислав Лаврентьевича ĕç пÿлĕмне кĕрсех тав турĕ.

“Тÿрĕ лини” пынă вăхăтра В. Л. Петров патне районти çăкăр комбинатĕнче вăй хуракан С. Г. Михайлова 2-мĕш общежитири (вăл газ уçлакансен микрорайонĕнче вырнаçнă — автор) 4-мĕш пÿлĕм алăкне йĕркене кĕртме пулăшма ыйтрĕ.

— Пырса пăхăпăр, май пулсан туса парăпăр, — хуравларĕ ăна Владислав Лаврентьевич.

Çав кун Г. Степанов урамĕнчи нумай хваттерлĕ 17-мĕш çуртран иккĕн шăнкăравларĕç. Пĕри çурт тăрри, ăна нумай пулмасть юсанă пулин те (юсав ĕçĕсене Шупашкарти пĕр организаци пурнăçланă терĕç — автор), шыв яни çинчен хыпарларĕ. Кунти 1-мĕш хваттерте пурăнакан З. И. Максимова пĕрремĕш подăезда 20 çул ытла сăрламанни (унта кĕçех туй пулмалла-мĕн — АВТОР), çавăнпа та вăл кунта кăшт йĕрке тума пулăшма ыйтрĕ. Кунсăр пуçне Зоя Иосифовна вĕсен çывăхĕнчи уйрăм çуртсенче пурăнакансем çу кунĕсенче хăйсен пахчи-анкартийĕсене шăварнă май, нумай хваттерлĕ 17-мĕш çуртра тăтăшах шыв нуши сиксе тухни пирки те каларĕ.

— Маларах заявка памалла пулнă, ма-ха туй пуличчен темиçе кун маларах çеç кун пирки пĕлтеретĕр? — интересленчĕ В. Петров директор. — Çапах та май килнĕ таран пулăшма тăрăшăпăр…, — тесе лăплантарчĕ вăл юлашкинчен хăй “айăпне” туйса илнĕ хĕрарăма.

Карл Маркс урамĕнче пурăнакан В. С. Антонована ăпăр-тапăр пухма лартса панă контейнерсене йытăсем тустарса тавралăха варалани канăç памасть.

Паллах, кашни контейнер патне дежурнăй çын лартма май çук. Вĕсене Шупашкарти пек хупăнмалла тусан, çак çитменлĕхрен хăтăлма пулĕ-и?

Тирпей-илемĕ кашнинех пырса тивет, уншăн пурин те пĕр пулса тăрăшмалла, асăннă предприяти ĕçченĕсем пирус пачкисемпе канихват хучĕсене пуçтарса кайнине курса тăрсах тепри çав вăхăтра вăл е ку çÿп-çапа кĕсйинчен кăларса пăрахакана, тĕрлĕ хутсемпе вараланине ним пулман пек пăхса тăни килĕшÿллех мар, çав çынна вăхăтра асăрхаттарни вара питĕ кирлĕ. Çавăн чухне тин эпир таса урамсемпе мухтанма пултаратпăр та.

Владислав Лаврентьевич вăл е ку ыйтăва çĕкленĕ пур çынсене те тимлĕн итлерĕ, вĕсен ыйтăвĕсене вăй çитнĕ таран татса пама пулчĕ. Пĕр сăмахпа каласан, “Тÿрĕ линине” хутшăннисем унăн хуравĕсемпе кăмăллă юлчĕç.

Сентябрĕн 2-мĕшĕнче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн муниципаллă предприяти директорĕпе В. Л. Петровпа “Тÿрĕ лини” иртесси çинчен пĕлтерни райхаçатра темиçе хут та çапăнса тухрĕ. Анчах палăртнă кун 10—12 сехетсенче Владислав Лаврентьевич патне пĕтĕмпе те 8 çын çеç шăнкăравларĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика