02 сентября 2008 г.
Чăваш Енре “Асăрханăр — ачасем” асăхаттаруллă операци пырать. Вăл августăн 18-мĕшĕнче пуçланнă, сентябрĕн 14-мĕшĕнче вĕçленет. Çу кунĕсем хыçа юлчĕç, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ, хăшĕсемшĕн вăл пĕрремĕш çеç-ха. Пĕрисем шавлă урамран писнĕ тата çул-йĕр правилисене те манарах панă. Машина-трактор çÿремелли çул çине тухсан ача кăткăс лару-тăрура çухалса кайма пултарать. Статистика тăрăх шăп та лăп çак вăхăтра ачасем хутшăннипе пулакан çул-йĕр инкекĕсен хисепĕ ÿсет.
ХисеплĔ ашшĔ-амăшĔсем! Ачасене инкексенчен хăтарас тесен, çул çинче кĕтекен хăрушлăх тата çул-йĕр çинче çÿремелли правилăсене пăхăнмалли пирки куллен аса илтерсе тăмалла. Унпа пĕрле хăрушсăр маршрут суйласа илĕр, май пулсан ăна шкула ăсатса ярăр. Ку ыйту çине тăнлă-пуçлă пăхăр тата ачана тÿрлетме май çук йăнăш тума ан парăр.
ХисеплĔ водительсем! Çул çинче яланах, уйрăмах занятисем пуçланнă чух тата уроксем вĕçленнĕ хыççăн тимлĕ пулăр. Арçын ачасемпе хĕр ачасем хушшинче пĕрремĕш класа каякансем, хăйсем тĕллĕн урам тăрăх пуçласа утакансем те сахалăн мар. Шкул патĕнчен иртнĕ тата çул урлă каçмалли вырăна çитес чух, хăвăртлăха чакарма ан манăр.
ÇитĔнсе ÇитнĔ хисеплĔ Çынсем! Ачана çул-йĕр çинче çÿремелли правилăсем çинчен асилтермелли майсемпе усă курма тăрăшăр, хăвăр çав правилăсене çирĕп пăхăннинчен сирĕн хăрушсăрлăх та килнине яланах асра тытăр. Хăвăр тĕслĕх çинче ачасене çул çинче хăрушсăр тытма вĕрентсе тăрăр!
Сирĕн тата ачăрсен пурнăç çулĕсем хăрушсăр та телейлĕ пулччăр!