02 сентября 2008 г.
Çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче районти санитарипе эпидемие хирĕçле комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта пĕтĕмпе виçĕ ыйту пăхса тухрĕç.
Малтанах район педиатрĕ З. Ф. Порфирьева халăха профилактика прививкисем тумалли кăçалхи 7 уйăхри плана епле пурнăçланипе паллаштарчĕ. Вакцина тивĕçменнипе унччен полиомиелитран прививка тăвасси йывăррăн пынă, халĕ ку чăрмавран хăтăлса пыраççĕ. Тĕрлĕ çулсенчи (14 çулчченхи) ачасене, медицинăпа вĕрентÿ ĕçченĕсене, çавăн пекех газ уçлакан “Заволжская” станцире, казначействăн районти уйрăмĕпе пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн “Красноармейское” муниципаллă унитари предприятийĕнче вăй хуракансене прививкăсем тăвасси аван пырать. Зоя Феоктистовна “Тĕрлĕ чир-чĕр ересрен маларах асăрхаттарни лайăхрах”, терĕ. Эсир, вулаканăмăр, ку тĕллевпе прививкăсем тутарма манман-и-ха? Тутарман пулсан, тухтăрсем патне васкăр. Асра тытăр: сывлăх темĕнрен те хаклăрах.
Ларура районти предприяти-организацисем, сывлăха сыхлас ĕç тытăмĕнчи наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, ĕçлекенсене иммунизацилеме грипп чирне хирĕçле вакцинăсем туянасси пирки те калаçу пычĕ. Ку тĕлĕшпе вĕсен ертÿçисем патне çырупа тухма йышăнчĕç, район хаçатĕнче çак ĕç (паллах, грипп чирĕнчен асăрхаттарасси пирки те) мĕнле пынине анлăн çутатма кирлине палăртрĕç.
Виççĕмĕш ыйтупа — вĕрентÿ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне епле хатĕрлени çинчен комисси председателĕ, район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен пĕрремĕш çумĕ, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Н. И. Антонов тата Роспотребнадзорăн Çĕрпÿ территорири пайĕн ертÿçи Т. Г. Гермонова пĕлтернине итлерĕç. Чăн та, ку енĕпе çу вăхăтĕнче чылай ĕç пурнăçласа ĕлкĕрнĕ. Анчах, Николай Илларионович палăртнă тăрăх, санитари нормисемпе правилисем тата патшалăх пушар хуралĕн требованийĕсем ÿссех пыраççĕ. “Пур ĕçе те пĕр вăхăтра пурнăçа кĕртме çук, çапах та çитменлĕх-чăрмавсенчен хăтăлма майсем шыратпăр”, терĕ вăл. Шкул ачисене вĕри апат çитерессине туллин йĕркелесси пирки те калаçу пычĕ ларура. Комисси членĕсем пăхса тухнă пур ыйтупа та ĕçлĕ йышăнусем турĕç.