02 сентября 2008 г.
Яковлевсем Пайсупин ялĕнче хисеплĕ çынсем. Йышлăн вĕсем. Çемьере пилĕк ывăл та икĕ хĕр çуралнă. Халь тăван кĕтесре виçĕ ывăлĕ кил-çурт çавăрнă Микулай мучин. Вĕсенчен пĕрин тата унăн çемйи çинчен манăн сăмахăм.
Ку вăл — Петр Николаевич Яковлев. Ял старости. Вуннă-мĕш çул ĕнтĕ çак обществăлла ĕçре. Вăтам пÿ-силлĕ, кăмăллă арçын. Çÿç пĕрчисем, пас тытнă евĕр, шуралнă халь. Вăр-вар çын. Ларса канма пĕлмест. Пĕрехмай ĕç çинчен шутлать.
Петр Николаевич 1941 çул-хи июлĕн 26-мĕшĕнче çуралнă. Ăна эпĕ 1999 çултанпа аван пĕлетĕп. Халь унăн биографийĕпе паллаштарам. Хăйĕн кун-çулне çар хĕсмечĕпе çыхăнтарнă. Упири вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Канашра машинист-тракторист профессине алла илнĕ. Пурнăç çулĕ çамрăка Оренбург облаçĕнчи Квартински районне илсе çитерет. Кунта çĕнĕ çĕрсене уçнă çĕрте икĕ çул вăй хурать. Çакăнтанах каччăна 1961 çулхи декабрĕн 3-мĕшĕнче çара илеççĕ. Служба Байкал çар округĕнчи чукун çул чаçĕнче тăсăлать. Чита хулинче Петр Николаевич илемлĕ сăн-питлĕ вырăс хĕрĕпе паллашать. Тамара ятлă. Служба хыççăн та çак хуларах çар çыннин тивĕçĕсене пурнăçлать Петр. 1975 çулта ăна Свердловск хулине вĕрентÿ ротин старшини пулма куçарнă. Çакăнта 1992 çулчченех ĕçлет. Петр Яковлев хăйĕн чаçĕпе Абакан — Тайшет, Ивдель — Обь, Тюмень — Сургут хулисене чукун çул хывнă çĕрте тăрăшнă. Свердловск облаçĕнчи Арамель хулинчи Исеть юхан шывĕ урлă кĕпер хывнă çĕре те хутшăннă.
Служба вĕçленсен юратнă мăшăрĕпе — Тамара Михайловнапа — 1992 çулта Чăваш Ене таврăнаççĕ. Тăван тăрăхран пахи çуках пуль çав. Пайсупин ялĕнчи “Новая” урамра çурт туянаççĕ Яковлевсем. Ăна тĕпрен юсаççĕ, хуралтăсене çĕнетеççĕ. Анкарти, пысăк сад-пахча пур. Çĕр ĕçне парăннă, ĕне усраççĕ.
1999 çулхи нарăс уйăхĕн пĕр кунĕ халĕ те асрах-ха маншăн. Ялти клуба ваттти-вĕттипех пухăннăччĕ. Калаçу ял шăпи, пуласлăхĕ тавра сыпăннăччĕ.
— Ялта йĕрке çукки ура хурать. Тирпей-илем ыйтăвĕ канăç памасть. Кÿршĕ ялсенче, ав, килĕренех газ кĕртеççĕ. Эпир мĕнрен кая! Çак ĕçсене пурнăçлаканĕ, йĕркелекенĕ кирлĕ. Вĕсене пуçараканĕ, çине тăраканĕ Петр Николаевич Яковлев çеç пулĕ, — терĕ çавăн чухне пухура пĕр ватă. — Староста пулма шанатпăр ăна.
— Мана уйрăмах 89 киллĕ яла 2004 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче “сенкер çулăмпа” хутса ăшăтмалла туни савăнтарать. Паян газ ырлăхĕпе 63 кил усă курать, — тет Петр Николаевич. — Чылай вăй хума тиврĕ.
Пайсупинсене тахçантанпах ĕнтĕ вăл — ку ĕçпе çула тухса çÿресси канăç паман. Упине автобус çине тухма та тăватă çухрăм утмалла. Уйрăмах ватăсене çăмăлах килмест. Яла автобус е “Газель” çÿретесси канăç паман старостăна. Ку шухăша Красноармейскинче пурăнакан Виталий Алексеевич Афанасьев чун-чĕре патне илнĕ. Пĕлтĕр вара “Пятилетка” пĕрлешÿ ертÿçи Шупашкар — Пайсупин маршутпа “Газель” çÿретме пуçларĕ. Халь куллен тăватă рейс “Газелĕ” те, автобусĕ те ял çыннисене ырлăх кÿреççĕ.
Тепĕр ыйту та кун йĕркинче пулнă. Ял лавккине çăрăлчăк-пылчăк вăхăтĕнче техникăпа кĕрсе тухасси чĕр тамăкахчĕ. Кăçал çав çула йĕркене кĕртрĕç, вак чул сарса тухрĕç.
Çапла пурăнать , ĕçлет Пайсупин ял старости. Петр Николаевичпа Тамара Михайловна пилĕк ача çуратса пăхса çитĕнтернĕ. Сакăр мăнук Яковлевсен.