02 сентября 2008 г.
Августăн 26-мĕшĕнче Красноармейскинчи “Факел” стадионта районăн кăçалхи чемпионĕпе кубокĕн хуçи — “Пикшикипе” “Союз” — хушшинче Суперкубока çĕнсе илессишĕн футбол матчĕ пулмаллаччĕ. “Союз” команда выляма кăмăл туманнипе районти футбол федерацийĕ ун вырăнне çав турнирта иккĕмĕш пулнă “Факел” вылямалла тесе йышăннă.
Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Данилов пĕлтернĕ тăрăх, пикшиксем юлашки 15 çул хушшинче пуçласа район чемпионĕ ята çĕнсе илчĕç. Ку çак командăшăн чăннипех пысăк çитĕнÿ, çав ятпа вĕсене саламлатпăр та. Район чемпионатне хутшăнма асăннă тăрăхри футболистсене Шăпăрлăварти Иван Куприянов предприниматель пысăк пулăшу кÿнĕ, кашни матча хăйĕн “Газель” автомашинипе илсе çÿренĕ. Çавăншăн ăна Пикшик ял администрацийĕ чĕререн тав туни çинчен пĕлтерчĕ Алексей Николаевич.
Суперкубок тĕл пулăвĕ умĕн районăн кăçалхи чемпионатĕнче палăрнă командăсемпе вăйăçăсене чысларĕç: район администрацийĕн физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен сектор заведующийĕ А. Н. Лебедев "Пикшики" командăна кубок, футболисчĕсене ылтăн медальсем, “Вольник” вăйăçисене — кĕмĕл, “Союзăнне” пăхăр медальсем пачĕ. Федераци кăçалхи чемпионатра “Чи лайăх вратарь” ята “Вольникри” Владимир Иванов, Владимир Абрикосов (“Исаково”) — “Чи лайăх хÿтĕлевçĕ”, Михаил Петров (“Факел”) — “Чи лайăх çурма хÿтĕлевçĕ”, Виктор Тишкин (“Факел”) — “Чи лайăх вăйăçă”, Денис Тян (“Вольник”) “Чи лайăх тапăнса вылякан” ятсене тивĕçни çинчен пĕлтерчĕç.
Çĕнтерÿçĕ-командăпа призерсене чысланă хыççăн “Факелпа” “Пикшики” командăсем хушшинче вăйă пуçланчĕ. Калас пулать, вĕсен футболисчĕсем пĕр-пĕрне лайăх пĕлеççĕ, çавăнпа та вăйă питĕ нервлă иртрĕ, кăçалхи юлашки матчра никамăн та аяла пулас килмерĕ ĕнтĕ. Пĕрремĕш таймри 37-мĕш минутра çапла “Факелăн” çурма хÿтĕлекенĕ Михаил Петров вăййа хăй çине илчĕ, умлă-хыçлăн финт туса, пикшиксен темиçе футболистне улталарĕ, хăнасен хапхи патне çывхарчĕ, çав вăхăтра ăна, вăйă йĕркине пăсса, ураран ÿкерчĕç. Судья пикшиксен хапхине пенальти таптарчĕ. “Факелăн” чи опытлă футболисчĕсенчен пĕри Виктор Тишкин халиччен ÿсĕмне кура мар, питĕ ăнăçлă вылякан Григорий Степанов вратарь, сăмах май вăл 47 çул çинче пырать, хапхине мечĕк тапса кĕртрĕ. Кун хыççăн та, иккĕмĕш таймра та командăсем пĕр-пĕрин хапхи патне çине-çине тапăнса пычĕç, анчах пĕри те урăх пĕр-пĕрин хапхине мечĕк тапса кĕртме пултараймарĕ. Çапла вара “Факел”, пикшиксене 1:0 шутпа парăнтарса, суперкубок хуçи пулса тăчĕ.