02 сентября 2008 г.
Хаçатра районти учительсен августри канашлăвĕ иртни çинчен пĕлтернĕччĕ. Унта район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Н. И. Антонов “Вĕрентĕве модернизацилессин комплекслă проекчĕ — вĕрентĕвĕн паянхи модельне пурнăçа кĕртессин чи кирлĕ пусăмĕ” темăпа доклад тунă. Паянхи номерте çав докладпа тата унта тухса каланисен сăмахĕсемпе кĕскен паллаштаратпăр.
Чи малтанах Николай Илларионович районти педагогсене çывхаракан çĕнĕ вĕренÿ çулĕ ячĕпе саламланă, çирĕп сывлăх, ăнăçу, çĕнĕ çитĕнÿсемпе çĕнтерÿсем суннă.
Кăçал Раççей Президенчĕ çумĕнчи Канашра, РФ вĕрентÿпе наука министрĕ çумĕнче, РФ субăекчĕсенче вĕрентĕвĕн хальхи модельне 2020 çулчченхи тапхăрта ĕçе кĕртессин тĕллевĕсене пăхса тухнă. Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров та Чăваш Енти вĕрентÿ тытăмĕ умне çĕнĕ задачăсем лартрĕ. Унăн Указĕпе республикăра 2040 çулчченхи вĕрентÿ аталанăвĕн Стратегине çирĕплетнĕ.
Вĕрентÿ тытăмĕ питех те чĕрĕ организм, унта улшăнусем куллен пулса пыраççĕ. 4 тĕп саманта палăртмасăр нимĕнле пахалăхлă вĕрентÿ те пулма пултараймасть. Пĕрремĕшĕ — вĕрентÿ тивĕçлĕ условисенче пулса пымалла. Иккĕмĕшĕ — ачан вĕренмелле, учителĕн вара паянхи вăхăт ыйтакан оборудованисене, çĕнĕ технологисене усă курса ĕçлемелле. Виççĕмĕшĕ — ачасен ăста педагогсем патĕнче вĕренмелле. Тăваттăмĕшĕ — ачан тус-тантăшсемпе пур енлĕн хутшăнса аталанма май пулмалла.
Шкулсен тăррисем шыв яраççĕ, классенче сивĕ, пушар тухас хăрушлăх, ачасен апатланăвĕ япăх пулсан йĕркеллĕ вĕренÿ пирки калама та кирлĕ мар. Çавăнпа та, ытти çулсенчи евĕрех, кăçалхи çу кунĕсенче вĕренÿ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлесе пысăк ĕç туса ирттернĕ, 1054600 тенкĕ тăкакланă. Çапах “Госпожнадзор” тата “Роспотребнадзор” органĕсен асăрхаттарăвĕсене пурнăçласси кун йĕркинчен тухмалла мар. Карай (директорĕ Р. Малинина), Еншик Чуллă (Т. Беззубова), Пикшик (А. Гаврилов), Упи (Ю. Федоров), Чатукасси (О. Степанова), Алманч (О. Дмитриев) вăтам шкулĕсем, Трак чăваш-нимĕç гимназийĕ (Г. Юлмасова), Упири хупă йышши шкул (Ю. Васильев) çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе пысăк ĕç туса ирттерчĕç. Çакă вăл ачасене хальхи условисенче вĕрентес тĕлĕшпе тунă тепĕр утăм. 2007 çулта, 2008 çулхи август уйăхĕ таран шкулсене 6,5 миллион тенкĕлĕх тĕрлĕрен оборудовани килнĕ. Халĕ педагогика коллективĕсен умĕнче вĕсемпе тĕллевлĕ усă курас задача тăрать. Паян районта кунсерен 14 шкул директорĕ, вĕсен 25 çумĕ, 238 учитель, ача сачĕсен 9 заведующийĕпе 62 воспитатель ĕçе тухать. Учительсен — 97, шкул çулне çитмен учрежденисенчи педагогсен 51 проценчĕн аслă пĕлÿ пур.
Квалификаци шайĕнчен пăхсан, Трак гимназийĕ, райцентрти иккĕмĕш, Еншик Чуллăри вăтам шкулсем пысăк кăтартупа палăраççĕ, вĕсенчи педагогсен 89—78—61 проценчĕ аслă тата пĕрремĕш категориллĕ. Ытти вĕренÿ учрежденийĕсен те çакăн патне туртăнмалла. Çав вăхăтрах вĕренÿ учрежденийĕсенчи кадрсен ресурсне пĕр пек хакламалла мар. Пенси çулĕнчи педагогсен йышĕ ÿсет, вĕсем 10 процента яхăн. Кăçал района 2 çамрăк специалист килнĕ. 2001 çулта арçын педагогсем пĕтĕмпе 21 процент пулнă пулсан, халĕ 16 процент кăна. Сăмах май Раççейĕпе ку кăтарту 14 процентпа танлашать.
Педагогсене ĕç укçи тÿлессин çĕнĕ тытăмне пирĕн районта 2007 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен ĕçе кĕртнĕ. Енчен те 2006 çулта районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче вăй хуракансене тÿлеме бюджетран 35 миллион та 520 пин тенкĕ тăкакланă пулсан, 2008 çулхи пĕрремĕш çур çулта вара 33 миллион та 12 пин тенкĕ. Ку тытăмра тăрăшакансен уйăхри вăтам ĕç укçи 6973 тенкĕпе танлашнă. 2009 çулта вăл 9 пине çитмелле е унран та иртмелле. Пирĕн ĕçлес текен тата ĕçлеме пултаракан учительсен тупăшне ÿстермеллех. Юлашки 3 çулта федераци бюджетĕнчен 100 пин тенкĕ грант илнĕ учительсен йышĕ 16 çынна çитрĕ. 2008 çулта учительсем хушшинче çаксем çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç: С. Гаврилова, Л. Крутова (райцентрти иккĕмĕш вăтам шкул), В. Васильева (Упи), Ю. Кузьмина (Трак чăваш-нимĕç гимназийĕ), Е. Вышинская (Еншик Чуллă), Н. Андреева (райцентрти иккĕмĕш вăтам шкул), Г. Горшкова (“Çеçпĕл” сад-ясли) ЧР Президенчĕн 10 пин, Пикшик вăтам шкулĕ кăçал 1 миллион тенкĕлĕх Гранчĕсене выляса илнĕ.
Инновациллĕ вĕрентÿ программисене ĕçе кĕртнĕ çĕрте учрежденисемпе учительсене хавхалантарма район пуçлăхĕн гранчĕсене туса хунă: 3 пин тенкĕлĕх 5 грант — педагогсене, 10 пин тенкĕлĕх 3 грант — вĕренÿ учрежденийĕсене. 2007—2008 вĕренÿ çулĕнче вĕсене Именкасси, Карай вăтам шкулĕсем, районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕ, С. Дмитриева (Трак гимназийĕ), В. Михайлов (иккĕмĕш вăтам шкул), И. Михайлова (искусство шкулĕ), Ю. Маркова (ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕ), Л. Тихонова (Пикшик шкулĕ) педагогсем илме пултарчĕç. Грант илекен шкулсен паха опытне районти “Ял пурнăçĕ” хаçат тăтăшах çутатса тăрать.
2007—2008 вĕренÿ çулĕн кăтартăвĕсемпе 2 ача — ылтăн, 13-ĕн кĕмĕл медале тивĕçнĕ.
Çиччĕмĕш çул ĕнтĕ районти шкулсенчен вĕренсе тухакансем пĕрлехи патшалăх экзаменне (ЕГЭ) хутшăнаççĕ. Кăçал райцентрти иккĕмĕш, Карай, Еншик Чуллă вăтам шкулĕсенчен, Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнчен вĕренсе тухакансем аван кăтартусемпе палăрчĕç.
Малалла докладчик çав кăтартусене шкулсем тăрăх тишкерсе тухнă.
2008 çулта шкул пĕтернисен 53,5 проценчĕ аслă вĕренÿ заведенийĕсен студенчĕсем пулса тăнă. Бюджет никĕсĕ çинче вĕсен 32 проценчĕ вĕренме кĕнĕ (пĕлтĕр — 26 процент). Кунта Карай (77 процент, 9-тан 7-шĕ аслă шкула вĕренме кĕнĕ), райцентрти иккĕмĕш вăтам шкулсене (67), Трак гимназине (61) лайăх енчен палăртмалла.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчи тепĕр задача — пĕрлехи патшалăх экзаменĕн мелĕпе 3 экзамен тытакансен хисепне 70 е унтан та ытларах процента çитересси. Учитель-предметниксен пирвайхи кунтанах ку енĕпе ĕçлемелле. Ку мĕнпе çыхăннă-ха? Вĕрентĕве модернизацилессин комплекслă проекчĕн çирĕплетнĕ кăтартăвĕсем пур, вĕсене пурнăçламасан района комплекслă проекта хутшăнассинчен хăтарма пултараççĕ.
Малалла докладчик профильлĕ вĕрентÿ çинче чарăнса тăнă. Енчен те 2005— 2006 вĕренÿ çулĕнче районти 10— 11-мĕш классенче вĕренекенсен 59 проценчĕ профильлĕ вĕренÿ программипе вĕреннĕ пулсан, иртнĕ вĕренÿ çулĕнче — 100 процент.
Çулленех районти шкулсенче пултаруллă ачасем тупса палăртас тĕллевпе предмет олимпиадисем, наукăпа практика конференцийĕсем, тĕрлĕрен конкурссем ирттереççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче тĕрлĕ шайри олимпиадăсене, дистанциллисене те кĕртсе, 500 ытла ача хутшăннă. Райцентрти иккĕмĕш, Упири, Мăн Шетмĕри вăтам шкулсенче, Трак гимназийĕнче вĕренекенсем паха кăтартусемпе палăрнă. Республикăри наукăпа практика конференцийĕсене 27-ĕн хутшăннă, анчах пĕр призлă вырăн та пулман.
Николай Илларионович компьютерсем тата информаципе коммуникаци технологийĕсем çинче те чарăнса тăнă.
Вĕрентĕве аталантармалли стратеги хушма вĕрентĕве те анлăн палăртать. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче искусство шкулне —190, ачасемпе çамрăксен спорт шкулне — 452, “Вольник” спорт клубне — 176, ача-пăча библиотекине — 770 (вĕсенчен 100-е яхăн шкул çулне çитменнисем), ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртне 400 ача çÿренĕ. Районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕ кăна район шайĕнчи 28 мероприяти йĕркеленĕ, вĕсене 1588 ача хутшăннă. Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ райадминистрацин физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен секторĕпе официаллă 18 ăмăрту ирттернĕ, вĕсенче 729 вĕренекен вăй виçнĕ. Районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн вĕренÿ пĕрлешĕвĕсем республика шайĕнчи мероприятисенче 47 призлă вырăн çĕнсе илнĕ. Çакăнта И. Иванова, И. Кускова, В. Иванова, З. Михайлова, И. Матвеев, П. Евграфов, Е. Вышинская, В. Абрикосов, Л. Фролова, ытти педагогсен тÿпи пысăк.
Юлашки вăхăтра ачасене спорт ăмăртăвĕсене явăçтарасси те лайăхланчĕ. Райцентрти иккĕмĕш, Кĕçĕн Шетмĕри вăтам шкулсен Раççей шайĕнчи, асăннă шкулсен, Карай вăтам шкулĕпе Трак гимназийĕн Атăл çи федераллă округри ăмăртусен призерĕсем пур. Чăваш Республикинчи ăмăртусенче 5 шкул вĕренекенĕсем палăрнă.
Демографилле лару-тăрăва пула вĕренекенсен йышĕ чакса пырать. Именкасси шкулĕ реорганизацие лекнĕ май, 10 вăтам, 2 тĕп, 2 пуçламăш шкулта 2118 ача вĕренмелле. Ку вăл иртнĕ вĕренÿ çулĕнчинчен 89 ача сахалтарах.
Районти шкулсенче класс коллективĕсемпе воспитани ĕçне 131 педагог пурнăçласа пырать. Вĕсен хушшинче чи лайăх класс ертÿçине палăртас тĕллевпе “Самый классный классный” конкурс ирттереççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче районти тупăшура çĕнтерсе республикăрине хутшăнма И. Ананьева, З. Ласкеева (Трак гимназийĕ), В. Михайлов, Н. Ефимова, Л. Григорьева (райцентрти иккĕмĕш вăтам шкул) тивĕç пулчĕç.
Трак енре те çулленех ачасене усрава илнĕ çемьесен хисепĕ ÿссе пырать. Паян усрава илнĕ 25 çемьере 27 ача çитĕнет.
Шкул çулне çитмен учрежденисене 584 ача çÿрет. Пĕр ачана ясли-садра тытса тăма çулталăкне 49,9 пин тенкĕ каять, ашшĕ-амăшĕн уйăхри тÿлевĕ 400—450 тенкĕ. Кăçал Трак гимназийĕн никĕсĕ çинчи шкул çулне çитменнисен ушкăнне уçма палăртнă.
Доклада сÿтсе явнă май Трак чăваш-нимĕç гимназийĕн директорĕн наука енĕпе ĕçлекен çумĕ С. Дмитриева шкула информатизацилени чи пысăк виçеллĕ инновацисен шутне кĕнине палăртнă. Ку енĕпе гимназире уйрăм ĕç туса ирттереççĕ. Педагогсен коллективĕ 2003 çултанпа “Вĕрентÿ процесĕн пахалăхне информаципе коммуникаци технологийĕсемпе усă курса ÿстересси” методикăлла темăна пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшать. Паян кунта 47 компьютер, ытти оборудовани чылай. Пĕр компьютер пуçне 10 вĕренекен тивет, коллективри кашни педагогах компьютерпа усă курма пĕлет. Кунта пĕрлехи информаци хутлăхне йĕркеленĕ, кăçалтан Net-шкул ĕçлет, унпа администраторсем, педагогсем, вĕренекенсем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ çыхăннă.
— XXI ĕмĕрте пирĕн пурнăç çав тери улшăнчĕ, нумай çĕнĕлĕх кĕчĕ, çакă шкул ĕçĕ-хĕлĕнче те палăрать, — тенĕ Упи вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен В. Васильева. — Шкулта чăваш чĕлхипе электронлă пособисем тăвас ĕç пуçланать кăна-ха. Вĕсене вăтам шкулăн 5-мĕшпе 6-мĕш класĕсем валли хатĕрленĕ.
Вĕрентÿ ĕçĕнче компьютерпа усă курни уроксене уйрăмах чĕрĕлĕх кĕртет. Ку анлă задачăна пурнăçлас тесен педагогăн йăлана кĕнĕ вĕрентĕвĕн методикине хальхи информаци технологийĕсемпе тачă çыхăнтарса усă курма пĕлмелле.
Райцентрти иккĕмĕш вăтам шкулти экономика предметне вĕрентекен В. Михайлов “Класс ертÿçин ĕçне йĕркелесси” темăпа тухса калаçнă. Виталий Михайлович “Самый классный классный” республикăри конкурса хутшăннă. Вĕрентÿ, воспитани тата аталану — хăйĕн кулленхи ĕçĕнче учитель çак ыйтусене татса парать. Шăпах шкулти воспитанин тытăмне ачана пур енлĕн аталаннă çĕре ямалла. Чăваш этнопедагогикинче ачана тивĕçлипе тата телейлĕ ÿстерес тесен воспитанин 7 енне палăртмалла. Ку вăл — ĕç, нравственность, ăс-хакăл, эстетика, физвоспитани, экономикăпа этика воспитанийĕ. Юлашкинчен В. Михайлов хăй ертсе пыракан класăн ĕç опычĕпе паллаштарнă.
Еншик Чуллăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Г. Федорова профильлĕ вĕрентĕве йĕркелес тата ирттерес ыйтăва çĕкленĕ. Профильлĕ классенче занятисене опытлă учительсем, аслă тата пĕрремĕш категориллĕ учительсем ирттереççĕ. Вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче ачасене анкета ыйтăвĕсем çине хуравлаттарни аван. Ялсенчи аслă классенче вĕренекенсенчен ыйтса пĕлни çакна кăтартать: вĕсен 80 проценчĕ хăйсен пулас профессине палăртнă. Профильлĕ занятисене Е. Вышинская, Е. Иванова пысăк шайра ирттереççĕ. Вĕсене ирттерме В. Абрикосов, С. Монарева, В. Александрова, С. Пудовкина, П. Евграфов хутшăнаççĕ. Занятисенче хальхи вăхăтра хумхантаракан ыйтусене те çĕклеççĕ.
Пикшик вăтам шкул директорĕ А. Гаврилов хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Кăçал шкул 1 миллион тенкĕлĕх РФ Президенчĕн грантне çĕнсе илнĕ. Унăн 95 процентне шкулăн пурлăхпа техника никĕсне пуянлатма янă. Çулленех шкултан вĕренсе тухакансен 50—70 проценчĕ аслă шкулсене вĕренме кĕрет. Медале тивĕçнисем вара 100 проценчĕпех аслă шкул студенчĕсем пулса тăраççĕ. Шкул ачин уроксенчен пушă вăхăчĕ хăй тĕллĕн вĕренмелли тата хушма пĕлÿ илмелли хаклă ресурс шутланать. Пирĕн тĕллев — районти искусство шкулĕн Пикшикри филиалĕн тата районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн никĕсĕ çинче хамăрăн вĕренекенсене ытларах хушма пĕлÿ илме явăçтарасси, тенĕ вăл. Педагогсен умĕнче райцентрти “Чебурашка” сад-ясли заведующийĕ Е. Федорова сăмах илнĕ, шкул çулне çитменнисен хушшинчи вĕрентÿпе воспитани процесĕ çинче чарăннă. Кунти сад-яслири 11 педагогран 8-шĕн аслă пĕлÿ пур. Воспитательсем тăтăшах районти тата республикăри ăмăртусене хутшăнаççĕ. Кăçал “Чи лайăх методкабинет” конкурсра сад-ясли пĕрремĕш вырăна тухнă, “Чи лайăх педагогика технологийĕсем” конкурсăн “Чи лайăх методика мелĕсем” номинацийĕнче З. Петрова çĕнтернĕ. Вăл иртнĕ çул 25 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. Халĕ штатра логопед, психолог пур, ятарлă кабинетсем ăсталанă. Пухăннисен умĕнче райцентрти иккĕмĕш вăтам шкулти Н. Ефимова асăннă ыйтупа тухса калаçнă, ĕçтешĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламланă.
— Шкул çултан çул улшăнса пырать, çапах та татса паман ыйтусем тупăнаççĕ-ха, — тенĕ район пуçлăхĕ С. Николаев. — Приоритетлă “Вĕрентÿ наци проекчĕпе кашни педагогăн халĕ хăйĕн ĕçне пур енлĕн кăтартма май пур.
Район пуçлăхĕ çумĕнчи канашлура çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ачасене апатлантарас ыйтăва пăхса тухнă. Вĕсене вĕри апатпа тивĕçтересси кашнинех, чи малтан шкул директорне, хумхантармалла. Юлашки вăхăтра эпир чăн-чăн гражданла позицие манатпăр. Кашни хăйĕн шкулĕпе, районĕпе мухтанмалла, мăнаçланмалла.
Педагогсен форумĕ, пĕр саслăн пулса, резолюци йышăнчĕ.