29 августа 2008 г.
Пикшикри вăтам шкул стадионĕнче Çеçмер ялĕнче çуралса ÿснĕ Сергей Анатольевич Комарова халалласа ку тăрăхри ялсем хушшинче спорт ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта хутшăннисем 100 метра чупассипе, турник çинче туртăнассипе, футболла выляссипе тупăшнă.
С.Комаров Чăваш Патшалăх университетĕнче вĕреннĕ, тăван хуçалăхра инженер-строительте ĕçленĕ. Каярах фермер хуçалăх ертÿçинче вăй хунă. Вăл ялсене çулсем хывассипе тата çут çанталăк газĕ кĕртессипе чылай ĕçленĕ. Университетра пĕлÿ пухнă çулсенче 100 метра чупассипе, турник çинче туртăнассипе университет чемпионĕ пулнă.
Шел пулин те, пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Кăçал строительсен кунĕ ячĕпе тата С. Комарова асăнса Пикшик енче виççĕмĕш ăмăрту пулчĕ. Унта Мăн Шетмĕпе Кăлава ялĕсем те хутшăнчĕç. Акă,100 метра чупассипе Д. Сергеев, М. Антонов (Мăн Шетмĕ ), И. Архипов (Кÿлçырма), турник çинче туртăнассипе С. Семенов (Кÿлçырма), В. Фомин (Ямайкасси), Д. Кириллов (Кăлава) малти вырăнсене йышăннă.
Уйрăмах футболла вылясси çивĕч иртрĕ. Кăçал кунта ултă ял команди (Ямайкасси, Пикшик, Кÿлçырма, Çеçмер, Мăн Шетмĕ, Кăлава ялĕсем) хутшăнчĕç. Пĕлтĕрхи çĕнтерÿçĕсем — кÿлçырмасем — çеçмерсене выляса янă май çеçмерсем куçса çÿрекен кубока хăйсем патне тавăрчĕç. Çапла вара пĕрремĕш вырăнта — çеçмерсем, иккĕмĕшĕнче — мăн шетмĕсем, виççĕмĕшĕнче — пикшиксем.
Тĕрлĕ номинацисенче И. Архипов (Кÿлçырма), В. Александров (Çеçмер), С. Герасимов (Мăн Шетмĕ), А. Михайлов (Пикшик), А. Матвеев, А. Комаров (Çеçмер) палăрчĕç. Çĕнтерÿçĕсене хисеп грамотисемпе хаклă парнесем, Шупашкар хулин уявне хутшăнма билетсем панă.
Пикшик ял тăрăхĕн администрацийĕ асăннă ăмăртăва йĕркелеме пулăшнă, Çеçмер ял тăрăхĕн депутачĕпе ял старостине — И. Ильинпа А. Матвеева тата С. Комаровăн пиччĕшне — Владимира, Ыхракассинчи В. Егорова, уйрăмах И. Куприянов предпринимателе (вăл ăмăртăва хутшăнакансене тутлă шÿрпепе, пылак шывпа сăйланă), С. Комаровăн тус-юлташĕсене чун-чĕререн тав тăвать, пурнăçра ăнăçусем сунать.
Çакăн йышши тупăшусем ялсенче пурăнакан çамрăксем хушшинчи туслăха татах çирĕплетме пулăшаççĕ, физкультурăпа спорта аталантарма вăй-хал хушаççĕ.