29 августа 2008 г.
Çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче район администрацийĕн çурчĕн ларусен залĕнче район депутачĕсен тăваттăмĕш суйлаври Пухăвĕн черетлĕ çирĕм тăваттăмĕш ларăвĕ иртрĕ. Унта депутатсемсĕр пуçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район центрĕнчи предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисем хутшăнчĕç.
Депутатсем çакăн пек кун йĕркине çирĕплетрĕç:
1. Красноармейски районĕн 2008 çулхи I çур çулхи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн итогĕсем çинчен.
2. Красноармейски район бюджетне 2008 çулхи I çур çулта мĕнле пурнăçлани çинчен.
3. 2008 çулта муниципаллă пурлăха приватизацилемелли программăна улшăнусем кĕртесси çинчен.
4. “Красноармейски район территорийĕнче строительствăпа çыхăнман çĕрсем памалли йĕрке çинчен” положенине çирĕплетесси çинчен.
5. “Красноармейски районĕнче 2008—2011 çулсенче социаллăх тĕлĕшĕнчен пысăк чир-чĕртен асăрхаттарасси тата вĕсемпе кĕрешесси” районти тĕллевлĕ программа çинчен.
6. Район депутачĕсен Пухăвĕн 2007 çулхи сентябрĕн 7-мĕшĕнчи “Красноармейски районĕнче 2007—2010 çулсенче физкультурăпа спорта аталантарасси” С-16Ĕ3 номерлĕ йышăнăвне улшăнусем кĕртесси çинчен.
7. Красноармейски район территорине планламалли схема йышĕ тата хатĕрлемелли йĕрке, унта улшăнусем кĕртмелли, Красноармейски район территори схемине пурнăçа кĕртмелли йыш тата йĕрке пирки калакан положенине çирĕплетесси çинчен.
8. Награда пама тăратасси çинчен.
Кун йĕркине кĕртнĕ пĕрремĕш ыйтупа ларура район администрацийĕн экономика аталанăвĕн пайĕн начальникĕ А. В. Михайлова, иккĕмĕшпе — финанс пайĕн начальникĕ Р. А. Николаева (Роза Александровна Л. С. Артемьевпа Ю. А. Ильин депутатсен ыйтăвĕсене те хуравларĕ), виççĕмĕшпе тата тăваттăмĕшпе — çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен секторĕн заведующийĕ В. В. Николаев (Л. С. Артемьев депутат ыйтăвне те хурав пачĕ), пиллĕкмĕшпе — сывлăх сыхлавĕн “Красноармейски тĕп больници” муниципаллă учрежденийĕн тĕп врачĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Г. Н. Сушко (Л. С. Артемьевпа Ю. А. Ильин депутатсен ыйтăвĕсене хуравларĕ), улттăмĕшпе — физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен сектор заведующийĕ А. Н. Лебедев, çиччĕмĕшпе — строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх секторĕн заведующийĕ Б. М. Иванов, саккăрмĕшпе район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен, пĕр-ремĕш çумĕ, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Н. И. Антонов сăмах каланă.
Депутатсем сÿтсе явнă пур ыйтупа та ĕçлĕ йышăнусем тунă.
Ларăва район пуçлăхĕ С. А. Николаев тата Чăваш Республикин Президент Администрацийĕн Йĕркелÿ ĕçĕсен Управленийĕн консультанчĕ Э. В. Краснов хутшăннă.