29 августа 2008 г.
Малти Карăкра 37 кил. Пĕтĕмпе 101 çын пурăнать. Красноармейскинчи çыхăну уйрăмĕнчи Светлана Сергеевна Маркова почтальонка пĕлтернĕ тăрăх, район хаçатне ку ялта килĕренех юратса вулаççĕ. Вулакансем “Ял пурнăçне” почтальонкăсем урлă та, “Чăвашпичечĕн” киоскĕсенче те çырăнса илнĕ.
Акă, сăмахран, ялти Рева Алексеева, Алексей Моисеев, Августина Егорова, Федора Владимирова, Валерий Петров, Виталий Иванов çулленех район хыпарçине çырăнаççĕ.
Малти Карăкра августăн 27-мĕшĕнче, юн кун, йăлана кĕнĕ тăрăх, райхаçат кунĕ иртрĕ. Çынсем ирхине 7 сехет тĕлне ялти кĕтÿ хăвалакан вырăна пухăнчĕç.
Пухăннисен умĕнче чăн малтанах “Ял пурнăçĕ” хаçатăн тĕп редакторĕ Иван Прокопьев тухса калаçрĕ, хальхи вăхăтра редакципе журналистсем умĕнче тăракан тĕллевсемпе паллаштарчĕ.
— Район хаçачĕ кашни килтех чи çывăх тус-юлташ пултăрччĕ. Ăна çырăнма манас марччĕ, — терĕ Иван Афанасьевич. — Яланах пĕрле пулар.
Малтикарăксем тĕл пулăва йышлăн хутшăнчĕç, килĕренех тухрĕç.
Райхаçат кунĕ епле-ха вăл концертсăр? Хальхинче те пухăннисен умĕнче редакцири агитушкăнри Гурий Дубровпа Георгий Ефимов хут купăспа чăваш юррисене шăрантарчĕç. Алă çупса йышăнчĕ халăх.
— Татах килĕр. Эпир сире яланах тарават йышăнăпăр, — хăйĕн сăмахĕсене ăш пиллĕн каласа ăсатрĕ журналистсене сакăр вуннă урлă каçнă Федора Владимирова. — Татах килĕр.