29 августа 2008 г.
Пурнăç улшăнсах пырать. Халь кĕсье телефонĕсемпе усă курасси йăлана кĕчĕ. Вăл шкул ачисен те пур.
Шел пулин те, харпăр хăй япалине упрас тĕлĕшпе тимлĕхе туймастпăр-ха. Çавна пула телефонсăр тăрса юлатпăр. Акă, тĕслĕхрен, пĕр кĕçĕн çулхи ача тус-юлташĕсемпе шыва кĕме кайсан япалисене çыран хĕррине хăварнă, телефонĕ шăлавар кĕсйинче пулнă. Çухалнă.
Пĕр ялти кану çуртĕнче те, дискотекăра, шăлаварăн хыçалти кĕсйинчен телефон çĕтнĕ.
Шкулсенче те тимсĕрлĕхе пула кĕсье телефонĕсем çухалнă тĕслĕхсем вырăн тупрĕç.
Асăрхануллă пулăр. Тимлĕхе ан çухатăр.