29 августа 2008 г.
Суту-илÿ ĕçĕ вăл — çынсем патне кулленхи таварсене çитересси. Пирĕн ĕç сутуçăсем хăйсен тивĕçĕсене еплерех пурнăçланине, сăмахран, улталаманнине е саккуна пăхăннине тĕрĕслесе тăрассипе çыхăннă. Акă, кăçал çичĕ уйăхра ку тĕлĕшпе “Потребитель”, “Суррогат”, “Суррогат — рынка” тата “Металл” операцисем йĕркелерĕмĕр. Асăннă тапхăрта саккуна пăхăнман, вăрттăнла майпа тĕрлĕрен хаяр шĕвек сутнă 35 çынна тупса палăртнă, вĕсем пирки протоколсем çырнă, штрафланă.
Эрех-сăрапа туслисен йышĕнче шкул ачисем те пур. Çакна районти шалти ĕçсен пайĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекципе пĕрле ирттернĕ каçхи рейдсем те çирĕплетеççĕ. Ку таранччен район центрĕнчи тăватă лавккари сутуçăсем çул çитмен ачасене сăра сутнине палăртнă. Кашнинех тивĕçлипе айăпланă. Райцентрти лавккасенче шкул ачисене сигарет сутнă икĕ тĕслĕх вырăн тупнă.
“Металл” операци пирки те чарăнса тăрам. Кунашкал тĕслĕхсем хальлĕхе Красноармейски, Еншик Чуллă, Янкас ялĕсенче, сăмахран, автотранспортпа усă курса, тĕслĕ, хура металл вăрлама хатĕрленнĕ çынсене тытса чарнă. Вĕсем саккунпа килĕшÿллĕн кашниех явап тытĕç.
Прилавок умĕнче тăрса халăха пахалăхсăр тавар сутни е улталани, паллах, чыс кÿмест. Е çул çитмен çамрăка эрех-сăра сутни те саккунпа килĕшсе тăмасть.
Вăрттăнла майпа тĕслĕ, хура металл вăрлакансене те каçару çук.