АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Вольник” кубокĕшĕн

29 августа 2008 г.

 

Августăн 23-мĕшĕнче райцентрти тĕп стадионта мини-футболла выляса, “Вольник” спорт клубĕн кубокне çĕнсе илессишĕн турнир иртнĕ. Унта хамăр тата кÿршĕ районсенчи ялсенчи, Шупашкар хулинчи 11 команда вăй виçрĕ. Вĕсене икĕ ушкăна уйăрнă. Вăйăсем çивĕч кĕрешÿре иртрĕç. Пĕрремĕш çурма финалта “Факел” тата “Олимпия-2” командăсем тĕл пулчĕç. Кунта, вăйă 2:2 шутпа вĕçленнĕ май, финалиста пенальти тапса палăртма тиврĕ. Пенальтие “Факел” футболисчĕсем ăнăçлăрах тапса финала тухрĕç. Иккĕмĕш çурма финалта “Яманаки-1” тата “Шибылги” командăсем вылярĕç, кунта Канаш районĕн футболисчĕсем 3:1 шутпа çĕнтерчĕç.

“Факелпа” “Шибылги” хушшинчи вăйă каллех канашсем 3:1 шутпа çĕнтернипе вĕçленчĕ. Çапла вара “Вольник” спорт клубĕн кубокне Канаш районĕн футболисчĕсем хăйсем патне илсе кайрĕç. Кунсăр пуçне тĕп приз та — така — вĕсене лекрĕ. Виççĕмĕш вырăншăн пынă вăйăра “Олимпия-2” команда яманаксене 3:0 шутпа парăнтарчĕ.

Çĕнтерÿçĕ-командăпа призерсене дипломсемпе тата медальсемпе чысланă. “Шибылги” команда хапхине хÿтĕленĕ Александр Данилов “Чи лайăх вратарь”, Анатолий Евдокимов (“Шибылги”), 14 мечĕк тапса кĕртсе, “Чи лайăх бомбардир”, Михаил Петров (“Факел”) “Чи лайăх вăйăçă” ятсене тивĕçрĕç.

Турнира хутшăннисенчен чи çамрăкки Красноармейскинчи “Победăри” 14 çулхи Александр Тимофеев, чи асли 32 çулхи Сергей Романов (“ХХI век”) пулчĕç. Командăсенчен чи çамрăкки — “Победа”, чи асли — “ХХI век”. Пĕрремĕшĕн вăтам ÿсĕмĕ — 15,5, иккĕмĕшĕн 25,2 çулпа танлашать .

Асăннă турнира хутшăнакан командăсен йышĕ çуллен пысăк пулни савăнтарать. Çакă “Вольник” спорт клубĕ турнира тĕплĕн хатĕрленсе ирттернипе çыхăннă ĕнтĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика