29 августа 2008 г.
“Красное Сормово” хуçалăхра вырма вĕçленсе пырать. Вырса çапнă улăма çийĕнчех пресс-подборщикпе пухса рулонсем тăваççĕ. Юрий Петров тăрăшать çакăнта. Рулонсене кунти тĕп инженер Андрей Замков проекчĕпе вырăнта ăсталаса тунă ятарлă прицепсемпе ферма çывăхне турттарса улăм ури тăваççĕ.
— Пĕрин çине 11 рулон кĕрет. Кунне кашни 12—13 рейс таран тăватпăр, — тет улăм турттаракан Владимир Тимофеев тракторист. — Питĕ меллĕ хатĕр…
Ара, çапла пулмасăр, икĕ тракторпа пĕр кунра 300 рулон ытла ферма çывăхне çитсе выртать, вĕсене купаласа ура тума ĕлкĕр кăна. Ытти çĕрте те А. Замков пек шыравçă инженерсем пулсан тем пекехчĕ. Çакă мĕн чухлĕ вăхăта тата ĕç вăйне перекетлеме май парать...