29 августа 2008 г.
Санькасси ялне çитерекен çула иртнĕ ĕмĕрĕн 50—60-мĕш çулĕсенчех тума пуçланă. Ятарлă планпа килĕшÿллĕн, вăл Чурачăкран, унтан пирĕн ял патĕнчен Якрав вăрманĕпе чукун çул урлă каçса Трак станцине çитмелле пулнă. Çакăншăн вăл вăхăтра Чурачăкра çĕр йĕркелÿçĕре ĕçленĕ Михаил Николаев тăрăшнă. Пире “ку çула эпир туса пĕтереймерĕмĕр, шанăç сирĕнте”, тетчĕ вăл. Çул пулсан, чăн та, ял пурнăçĕ те аталанса лайăхланать. Эпир те хăй вăхăтĕнче çул тума кĕреçе-наçилкка йăтса çÿренĕ. Халĕ вара, Шупашкарта туса кăларнă хăватлă бульдозерсемпе ĕçлесе, пирĕн яла та асфальт çул çитерчĕç. Ку Чăваш Ен Президенчĕн Н. В. Федоровăн ятарлă программине пула пурнăçа кĕчĕ. Çак çул санькассисемшĕн чăннипех те пурнăç çулĕ пулса тăчĕ. Кашни эрнерех палăртнă вăхăтра ку çулпа Çĕрпÿ хулинчен автолавкка килет, пире тĕрлĕ апат-çимĕçпе тивĕçтерет. Хĕлле те, кĕркунне те — кирек епле çанталăкра та — яла сĕт пухма автомашинăсем килсех тăраççĕ. “Васкавлă пулăшу” машини те çийĕнчех çитет, тухтăрсем вăхăтра пулăшу параççĕ.
Пĕр хушă “Газель” автобус “Санькасси — Карай” маршрутпа та халăха турттарчĕ. Шел, вăл халĕ çÿреме пăрахрĕ. Водитель каланă тăрăх, Санькассине çынсем сахалтарах килсе каяççĕ имĕш. Ман шутпа, ку автобуса кунне 4 хут мар, 2 хутчен çÿретсен те çитет: ирхине тата кăнтăр апачĕ хыççăн. Икĕ енĕшĕн те капла меллĕ пулĕ тетĕп.
Ку çула тумашкăн пире район пуçлăхĕ С. А. Николаев нумай пулăшрĕ. Вăл тимленипех вăрман хушшинчи çул та йĕркене кĕчĕ. Пирĕн ял халăхĕ куншăн Станислав Андреевича чун-чĕререн тав сăмахĕ калать.