29 августа 2008 г.
Кăçал лару-тăру пĕлтĕр-хинчен лăпкăрах. Эпир Чечен Республикипе тĕнчери хăш-пĕр çĕр-шывсенчи террорла актсем пирки кăна пĕлетпĕр. Ку вăл Раççей гражданĕсем хăйсене иккĕлентерекен япаласенчен асăрханассипе тимлĕхе ÿстернипе çыхăннă. Кăçал ку таранчченхи тапхăрта автотранспорт хатĕрĕсенче тата патшалăхăн массăллă мероприятийĕсене ирттернĕ çĕрте террорла актсене хатĕрленнине тупса палăртнă. Çавах та шалти ĕçсен органĕсем вăхăтра çине тăнине пула инкек-синкеке сирме пултарнă.
Районта террорла актсенчен сыхланассипе мĕнле ĕçлетпĕр-ха? Акă, район территорийĕнче саккуна пăснă, гражданлăх илмен, Çурçĕр Кавказ регионĕпе Вăтам Азири тата ытти ют çĕр-шыв çыннисене палăртассипе мероприятисем ирттертĕмĕр. Унсăр пуçне прокуратурăпа МЧС ĕçченĕсемпе пĕрле кварталсерен террорла ĕçсем тума пултаракан вырăнсене тĕ-рĕслессине йăлана кĕртрĕ-мĕр. Çитменлĕхсене тупса палăртрăмăр, вĕсем пирки тивĕçлĕ мерăсем йышăнассипе хăш-пĕр ертÿçĕсен ячĕпе предписани патăмăр. Шел пулин те, хăш-пĕр ертÿçĕсем харпăр хăй çыннисене террорла актсенчен хÿтĕлессипе тивĕçлипе тăрăшмаççĕ. Çавăнпа та йĕркесĕрлĕхсем хуçаланаççĕ.
Предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисем харпăр хăй ĕçченĕсен хăрушсăрлăхĕ-шĕн çине тăнипех çителĕк-сĕр ĕнтĕ. Кунта кашни çыннăн хăйĕн асăрханулăхĕпе тимлĕхĕ кирлĕ. Çакна нумай хутлă çуртсенче пурăнакансем пирки аса илтерес килет. Тепĕр чухне çуртсем çывăхĕнчен иртетĕн те чылайăшĕн путвалĕсемпе чартакĕсене питĕрменнине асăрхатăн. Çавăнта, паллах, ĕçкĕ-çикĕпе ашкăнакансем пухăнаççĕ. Ку террорла актсем тума та, вут-кăвар кăларма та май парать.
Граждансен тимлĕх пирки пĕртте манас марччĕ, вăл е ку йĕркесĕрлĕхе асăрхасан, кун пирки çийĕнчех, тивĕçлĕ мерăсем йышăнассипе,çурт-йĕрсен комитечĕсен председателĕсене, МУП ЖКХ администрацине пĕлтермелле.