АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сергей Батраков

29 августа 2008 г.

 

Районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçе чун-чĕре хушнă пек вăй хуракансем сахалăн мар. Халăх сыхлăхĕшĕн çапла ĕçлемелле те. Вĕсенчен пĕри те ĕнтĕ районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумĕ, обществăлла хăрушсăрлăх милици уйрăмĕн начальникĕ Сергей Петрович Батраков. Тĕреклĕ хул-çурăмлă арçын. Пĕчĕкех мар. Тарават. Кăмăл-сипечĕ те куç тулли унăн.

Халь, районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ Владимир Рожков отпуск вăхăтĕнче те, вăхăтлăха унăн тивĕçĕсене Сергей Батраков пурнăçлать. Тунти кун милици ĕçченĕсемпе яланхиллех канашлу ирттерчĕ вăл. Эрне валли тĕллевсене палăртрĕ.

Хăйĕн ĕç пÿлĕмĕнче курнăçрăмăр иксĕмĕр. Сергей Петрович компьютер умне вырнаçнă. Клавишсем çине хăвăрттăн пусса ĕçлет.

— Сывлăх пултăр, Сергей Петрович. Халь вăл е ку хутсене хатĕрлесси çăмăлланчĕ. Епле меллĕ, — алă тытрăм ăна. — Калаçса илер.

— Хаваспах. Ларăр, — пукан еннелле алă сĕлтрĕ майор.

Калаçу иксĕмĕр хушăра сыпăнчĕ. 1974 çулхи февраль уйăхĕнче Еншик Чуллăра çуралнă Сергей Петрович. Йышлă çемьере. Виçĕ хĕр те икĕ ывăл. Сергей — тăваттăмĕшĕ. Ялти вăтам шкулта вĕреннĕ çамрăк. Чун туртăмĕ Улатăрти чукун чул техникумне илсе çитернĕ. Ун хыççăн — салтакра. Аслă сержант-ракетчик тăван кĕтесе таврăннă.

— Милици профессийĕ килĕшнĕ пуль мана. 1995 çулхи февральте районти шалти ĕçсен пайне вырнаçрăм. Малтанлăха патрульпе пост службинче ĕçлерĕм. Ун хыççăн — милицин Алманчри участокри уполномоченнăйĕнче, — терĕ Сергей Петрович. — 1999 çулта заочно (кÿртĕм) майпа милицин Чулхулари академийĕн Шупашкарти филиалĕнче вĕрентĕм.

2003 çултанпа районти шалти ĕçсен пайĕн обществăлла хăрушсăрлăх милици уйрăмĕн начальникĕ вăл. Çăмăлах мар çав лава туртма. Тата харпăр хăй ĕçĕшĕн кăна яваплă мар-çке. Хăвна пăхăнса тăракан çынсене преступленилле ĕçсене хирĕç кĕрешес çĕре явăçтармалла, вĕрентмелле, кăтартмалла, хăвăн вĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулмалла.

— Çичĕ подразделени манăн уйрăмра: участоксенчи уполномоченнăйсем, çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекци, ГИБДД, патрульпе пост служби, дознаватель, суту-илÿ ĕçне тĕрĕслесе тăрас тĕлĕшпе ĕçлекен инспектор тата караул служби.

Кашнин пĕр тĕллев — тăнăç пурнăçшăн тăрăшасси, — калаçăва сыпăнтарчĕ обществăлла хăрушсăрлăх милици уйрăмĕн начальникĕ.

Сергей Петрович пĕр вăхăт шухăша путрĕ. Тăруках темиçе çул каяллине аса илчĕ. Çăрине çĕмĕрмен, лавккана хыçалтан стенине çĕмĕрсе кĕнĕ. Уйрăм çыннăн пулнă вăл. Вăрăсен йĕрĕ çине ÿкмелле.

— Çынсемпе курнăçни, йĕр тăрăх кайни преступление уçма пулăшрĕ. Малтан пĕр ачине, унтан теприне тупса палăртрăмăр. Çĕрле тепĕр хут тухса кайса вăрланă япалисене тавăрса патăмăр. Санькасси лавккине çаратакансене те тăрă шыв çине кăлартăмăр,— аса илÿсемпе паллаштарчĕ С. Батраков. — Чи хакли — оперативлăх.

— Ĕçре йывăрлăхсем пур-и? — ыйтуллăн пăхрăм ун çине.

— Çынсем çитмеççĕ. Коллектив çамрăкланчĕ. Çамрăксене вĕрентмелле, пулăшмалла. Ялсенчи çынсем ытти регионсене ĕçлеме çÿреççĕ. Вĕсене те вăхăтра тĕрĕслемелле пирĕн, — хăй шухăшне пытармарĕ С. Батраков. — Ĕçлемелли чылай.

Мăшăрĕпе — Людмила Анатольевнăпа — икĕ ывăл пăхса çитĕнтереççĕ. Кăçал Саша тăваттăмĕш класа каять. Артем садике, аслă ушкăна çÿрет.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика