АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăра — 4-мĕш вырăнта

29 августа 2008 г.

 

П. М. Сергеев — районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерĕ. Хăй вăхăтĕнче республикăри пултаруллă йĕлтĕрçĕ пулнă май, вăл Трак енре йĕлтĕр спортне аталантарас енĕпе нумай ĕçлет. Анчахрах пирĕн корреспондент П. Сергеевпа курнăçнă.

— Петр Михайлович, Эсир ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче миçемĕш çултанпа ĕçлетĕр?

— 1987 çулхи май уйăхĕнчен пуçласа. Специализаци — йĕлтĕрпе чупасси.

— Çак хушăра пĕрремĕш разрядлă миçе спортсмен хатĕрлеме пултартăр-ха?

— Аллăна яхăн.

— Вĕсенчен камсем республикăри вăйлă йĕлтĕрçĕсен шутне кĕме пултарчĕç?

— Вĕсенчен Витя Алексеев (Красноармейски) марафонра (20 километрлă дистанцире) республикăра 4-мĕш вырăн йышăннăччĕ. Вăл Сыктывкарта пĕрремĕш юр çинче те пулнă, сборта. Петр Григорьев (Красноармейски) çуллахи тата хĕллехи полиатлонра палăрчĕ. Петр Иванович — спорт мастерĕн кандидачĕ. Катя Илларионова (Янкас) вăтам дистанцисене чупассипе (çăмăл атлетика) спорт мастерĕн кандидачĕ. Юра Дмитриев (Красноармейски) 20 километрлă дистанцире республикăра 5—6-мĕш вырăнсене йышăннă. Костя Львов (Яманак) пĕлтĕр Чăваш Республикин Кубокĕнче — иккĕмĕш, Рая Антонова (Хĕлеç) виççĕ-мĕш пулчĕç. Иртнĕ çул вĕсем 25-шер ăмăртăва хутшăннă. Ку, паллах, çамрăксемшĕн ытла нумай. Тĕрĕссипе, вĕсене пысăкрах шайри ăмăртусенче сезонра 15 хутчен старт илни те çителĕклĕ.

— Иртнĕ хĕллехи сезонра район йĕлтĕрçисем республикăра 4-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕç. Юлашки чĕрĕк ĕмĕрте район историйĕнче кун пекки пулманччĕ пулас. Вăл районта ачасемпе çамрăксен спорт шкулне уçнăранпа 25 çул çитнине халалланă хăйне евĕр парнех пулчĕ-тĕр. Çак çитĕнĕве тума мĕн пулăшрĕ-ха Сире, Петр Михайлович?

— Çапла та каламалла, тен. Тăрăшмасăр-ĕçлемесĕр пулман вăл. Унран лайăхрах кăтарту тума та пултарнă эпир, анчах… Тепĕр чух пĕр-пĕрне ăнлансах кайманни те пĕтерет пулĕ. 22 çул хушшинче пуçласа Трак ен йĕлтĕрçисен команди республикăра 4-мĕш вырăн йышăнчĕ. Çитĕнÿ мĕнрен килни паллă ĕнтĕ. Ку çуллахи сборсем ирттернипе, тренировкăсем çăвĕпех пыраççĕ, районти йĕлтĕр федерацийĕ пулăшнипе те çыхăннă. Унăн председателĕ В. Н. Львов пире республикăри ăмăртусене тăтăшах илсе çÿрет. Çавăншăн Валерий Николаевича питĕ тав тăвас килет. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн муниципаллă предприятийĕн директорĕ В. Л. Петров йĕлтĕр туйин вĕçне тăхăнтартса лартмалли победит наконечниксем илме 1 пин тенкĕ укçа пачĕ. Заволжски ЛПУМГ йĕлтĕр трассине “Буранпа” хывса парать. Ку та пирĕншĕн хăйне май пулăшăвах темелле.

Йĕлтĕрпе чупасси спортăн хаклă енĕ. Спортсмена тумлантарма укçа нумай кирлĕ: йĕлтĕрĕ хаклă, туйисем, комбинезонĕ, ботинкисем те йÿнĕ мар. Акă, виçĕм çул В. Н. Львов ывăлĕ — Константин — валли вĕсене туянма 19 пин тенкĕ укçа тăкакларĕ. Пĕлтĕр вара тепĕр ывăлне — Николая — тумлантарчĕ: хальхинче 24 пин тенкĕ укçа кăларса хунă, терĕ. Республикăри вăйлă йĕлтĕрçĕсемпе тупăшма йĕлтĕрĕ те, туйи те, ботинки те, тата ытти те лайăххисемех кирлĕ вĕт.

— Петр Михайлович, йĕлтĕрçĕсене тумлантарма ачасемпе çамрăксен спорт шкулне район бюджетĕнчен укçа уйăрса пулăшаççĕ пулĕ-ха?

— Пилĕк çул каялла 40 пин тенкĕ панăччĕ. Пĕлтĕр кун валли сметине те хатĕрлемен, çавăнпа укçа пачах уйăрман. Çулла тренировкăсем ирттерме 15 мăшăр йĕлтĕр-роликсем пур. 10-шĕпе ярăнатпăр. Анчах вĕсем питĕ кивелсе çитнĕ, роликĕсем çийĕнсе пĕтнĕ. Вĕсем хама тус-юлташсем панисем çеç вĕт. Тĕслĕхрен, Петр Григорьев (4 мăшăр), Толя Марков, Шупашкарти юлташсем, парнеленисем. Тепĕр 2 ачан хăйсен йĕлтĕр-роллерсем пур.

Йĕлтĕр-роллер те йÿнĕ мар — 4 пин тенкĕ ытла.

— Халĕ йĕлтĕрçĕсен секцине миçе ача çÿрет-ха?

— Çуллахи каникул вăхăтĕнче 7—8 ача çеç. Вĕсемпе эрнере, йĕлтĕр-роллерсем çине тăрса, 2 хутчен ( юн кунпа эрне кун) тренировкăсем ирттеретпĕр. Арçын ачасем — 20, хĕр ачасем 10 километра чупаççĕ. Кунсăр пуçне вăрманта вăй-хала ÿстерес енĕпе тренировкăсем пулаççĕ. Каçалапа вĕсем хăйсем тĕллĕн тренировкăсем ирттереççĕ. Сентябрĕн 5—6-мĕшĕсенче республикăра пĕтĕмĕшле вăй-хал хатĕрленĕвĕ енĕпе ăмăрту пулмалла. Унта хутшăнма çине тăрсах хатĕрленетпĕр. Пĕлтĕр çакнашкал ăмăртура Коля Львов хăй ÿсĕмĕнчисем хушшинче 2-мĕш вырăн йышăннăччĕ.

— Петр Михайлович, çитес хĕллехи тапхăрта камран пысăк кăтартусем кĕтетĕр-ха?

— Костя Львов çăва тухсан питĕ нумай хушрĕ. Мышцăсем те уçăмлăн курăна пуçларĕç. Вăл тренировкăсенче пи-тĕ нумай ĕçлет, тăрăшать. Çав-на май кăтартăвĕсем те лайăхланчĕç. Рая Антонова çине пысăк шанăç хураттăм. Шел, ăна Шупашкарти электромеханика техникумне вĕренме илсе кайрĕç, пире систермесĕрех, илĕртсе ĕнтĕ. Унта унăн шăпи мĕнле пулĕ, пĕлместпĕр.

— Калаçушăн тавтапуç Сире, Петр Михайлович, çитес сезон та Сирĕн воспитанниксемшĕн ăнăçлă пул-тăр.

— Тавтапуç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика