26 августа 2008 г.
Чăваш Енре шăрăх тата типĕ çанталăк тăнă май, Раççейри Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕ республикăра пурăнакансене килте, çавăн пекех ĕç вырăнĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмалли çинчен асăрхаттарать.
Хисеплĕ граждансем!
Çуллахи пушар тухас хăрушлăх пысăк вăхăтра çурт-йĕр çывăхĕнче шывпа пичке лартăр. Эсир газ приборĕсемпе усă куратăр пулсан:
— çутнă горелкăллă газ приборĕсене никамсăр ан хăварăр;
— газ приборĕсен çывăхĕнче çунакан япаласем: сĕтел-пукан, кĕпе-йĕм, тумтир ан вырнаçтарăр;
— газ приборĕпе усă курма пăрахсан, прибор тата газ пăрăхĕ çинчи крансене хупăр;
— электросете чикнĕ электроприборсене никамсăр пăрахса ан хăварăр;
— сете ытлашши ан тийĕр, приборсем чиксе ан тултарăр;
— электропралуксен юсавлăхне тĕрĕслĕр;
— пĕчĕк ачасене пĕччен пăрахса ан хăварăр!
— Граждансем! Сирĕн хуçалăх сыхлăхĕ сирĕнтен килет.
— Пушар тухсан пушар хуралне чĕнсе илĕр (телефонпа — 01, “Билайн”, “МТС”, “Смартс” абоненчĕсен — “010”, “Мегафон” компани абоненчĕсен “010101”-пе пĕлтерĕр.