26 августа 2008 г.
Çут çанталăк, тăван тавралăх, вăрманĕ, юхан шывĕ, улăхĕ-çаранĕ, епле чун-чĕрене тыткăнлаççĕ. Кăтра çÿçеллĕ хурăнсем, çавра çулçăллă çăкасем, хĕлĕн-çăвĕн ешĕл тĕс парса тăракан хырсем, çĕр çывăрмасăр шăнкăртатса юхакан Шетмĕ шывĕ, сулхăн хÿттинче çÿрекен ял кĕтĕвĕ, сар мăйăрлă шĕшкĕлĕх, сулхăн паракан юманлăх куçа илĕртеççĕ.
Куçпа виçейми, сăмахпа калайми асамлă тавралăх. Пшонкăпа Ванюшкасси хушшинчи вăрманта хурт-хăмăр утарĕ вырнаçнă. Киллен кăна, юрат тăван тавралăха, ырă этем, упра çĕр çинче пирĕнтен аслă ăрусем туса хăварнă ырлăха.
Акă шÿлкемеллĕ хурăнлăх. Куççулĕпе йĕрет вăл паянхи кун. Шала иртме тăрсан такăнса ÿкетĕн. Вăрçăри салтаксем пек яшт чăсăлса выртаççĕ хурăнсем. Пуçне каснă, аллисене туранă Афган вăрçинче вилнĕ çамрăк яшсене аса илтереççĕ вĕсем.
Камсем ватаççĕ хурăнлăха? Паллах, милĕкпе вирлĕн çапăнакансем. Мĕншĕн çапла тискерле хăтланмалла, этем вĕт эсĕ — выльăх мар. Выльăх аялти çулçă-туратсене ватать. Вăйлă этем пăчкăпа касса ярать, тураттисене пуртăпа иртет, ун хыççăн хурăн йывăççи йăванса “йĕрсе” выртать.
—Камсем çаплах иртĕхеççĕ-ха?— ыйтатăп кĕтÿçĕсенчен.
— Камсем пултăр, пĕтĕмпех хăйсен машинисемпе пĕвене (плотина) килсе çÿрекенсем. Канаççĕ, ĕçеççĕ-çиеççĕ, çÿплеççĕ тавралăха. Ял çынни, паллах, капла хăтланмасть.
Çут çанталăка сыхлакансем пур теççĕ районта. Вĕсем те сыхласа çитериес çук. — “Халăх лартса тунă çавăн пек пурлăха мĕншĕн хĕрхенме пĕлмеççĕ ку пÿтсĕр çынсем”, — терĕç вĕсем.
Çак материал тухсан çав çын мĕн тейĕ, паллах, вăл хаçат вулаканскер мар, вулаканни, паллах, кун пек пÿтсĕр хăтланас çук.
Авăтать куккук, юрлать шăпчăк.
Хурăнлăхпа çăкалăх хушшинче, — юрлатчĕç маттур каччăсемпе чипер хĕрсем тахçан.
Авăтас çук кунта куккук, юрлас çук шăпчăк тек. Камсем йĕрке кÿрĕç-ши, çуках пулĕ çав çут çанталăк сыхлавçисем?!