АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçласан пулать

26 августа 2008 г.

 

Шывпуç Чуракасси хапхи çывăхĕнче икĕ çул каялла çĕкленсе ларнă çак капмар çурт. Григорьевсем унта икĕ хĕл каçрĕç ĕнтĕ. Халĕ çурт-йĕр çĕклеме пĕртте çăмăл мар. Кашниех хăюлăх çитереймĕ пÿрт лартма пуçăнма.

— Пуçласан пулать, пĕрре пуçласси çеç, — тет Шывпуç Чуракассинчи кану çурчĕн илемлĕх ертÿçи Елена Петровна Григорьева. — 2006 çулта пуçларăмăр та çав çулнех кĕрсе кайрăмăр. Пĕрремĕш хутне ĕнтĕ, ыттисене каярахпа… Ку вырăнта пирĕн кивĕ йывăç çурт ларнă. Ăна пăсса çĕнни валли никĕсне ятăмăр…

— Çуртне нимелле, ял-йышпа, тăвансемпе пĕрле хăпартнă. Маçтăрĕсем хамăр хушăрах пур та… — калаçăва хутшăнчĕ Елена Петровна мăшăрĕ Вячеслав Иванович, пÿрт айккине илемлĕ карта тытма кирпĕчрен юпа хурса хăпартаканскер. Вăл каменщике те, штукатура та, платнике те пултарать. Пĕр сăмахпа каласан, пурнăçĕ вĕрентсе çитернĕ.

Григорьевсен çурчĕ икĕ хутлă. Унта 4 çулхи Данилкăна çĕмĕрттерсе çÿремелĕх пур… “Машинпах чупатпăр вĕт -э, — терĕ Елена Петровна, Данилкăна ыталаса илсе, — ачасене вылямаллипе ĕнтĕ”…

— Асли, — Лия кăçал коопераци техникумĕнчен вĕренсе тухрĕ, унăн ĕçлеме каймалла кĕçех, — малалла сăмахларĕ Е. Григорьева упăшки хунă кирпĕчсем хушшине раствор тултарса пынă май, — Мăшăрăм Мускава ĕçлеме çÿрет. Унта каймасăр, паллах, халь çурт çĕклеме çав тери йывăр. Тата патшалăхĕ те субсиди парса пулăшрĕ. Ку хăйне май тĕревех темелле. Тавтапуçах район ертÿçисене, ял тăрăхĕн пуçлăхне. Тахçанах кун пирки хаçат урлă пĕлтересшĕнччĕ…

Куç умĕнчех епле чипер юпасем хăпараççĕ. Кĕçех кунта хитре тимĕр карта ÿссе ларĕ. Çапла, çине тăрсан, тăвасах тесен, пулатех çав.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика