26 августа 2008 г.
Районта вырма экватор урлă каçрĕ. “Засьмаер” хресчен-фермер хуçалăхĕпе “Заря” ял хуçалăх артелĕ, “АиКо” пĕрлешÿ акă, тĕш тырăсене вырса пĕтернĕ. “Досаевора” паян-ыран вырма ĕçĕсене вĕçлеççĕ. Çав хушăрах “Прогресс”, В. Васильева хресчен-фермер хуçалăхĕсенче вырма тин çеç пуçăннă тесен те тĕрĕсех. Августăн 25-мĕшĕ тĕлне, акă, вĕсенче тĕш тырăсен 16—12,6 процентне çеç алла илнĕ. Çитменнине кунта пĕтĕмпе те пĕр комбайн çеç вырать, унăн тухăçлăхĕ те питĕ пĕчĕк: куллен 14—17 гектар çеç. Ку хăвăртлăхпа тыр-пула пухса кĕртсен, вĕсенче вырмана çанталăкĕ чипер тăрсан та октябрĕн пуçламăшĕнче тин вĕçлеме пултараççĕ. Анчах малалла, кĕр енне сулăннă май, йĕпе-сапасем пуçланĕç. Апла пулсан тĕш тырăсене алла илесси татах та вăрăма тăсăлса кайĕ. Каллех Трак ене республикăра япăх енĕпе асăнма пуçлĕç. Çавăнпа та ырана хăвармасăр паянах "Прогресспа", В. Васильева ХФХ ертÿçисен вырмана вĕçленĕ хуçалăхсен ертÿçисенчен хăйсене тĕш тырăсене пухса кĕртме пулăшма ыйтасчĕ. Унсăрăн мĕн акса çитĕнтернĕ тыр-пулăн пысăк пайĕ уйрах выртса юлас хăрушлăх пур.
Трак тăрăхĕ хуçалăхсемпе предприятисем çур акипе вырмара пĕр-пĕрне çине тăрса пулăшма пĕлнипе палăрса тăнă. Айтăр-ха кăçал та çак ырă йăлана малалла тăсар.