26 августа 2008 г.
“Караево” хуçалăхра уй-хир ĕçĕсене комплекслă туса пыраççĕ: тыр-пул пухса кĕртнипе пĕрлех выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ, кĕр тыррисем акаççĕ.
В. Платонов ертÿçĕ пĕлтернĕ тăрăх, вырмалли тепĕр 300 гектара яхăн юлнă. Кĕрхи тулă 69 гектар акнă. “Кĕр тыррисен лаптăкне 250 гектарах çитересшĕн, — терĕ Виталий Николаевич. — Улăм пухмалли нумай-ха… Ăна пресласа рулонсем тунă çĕрте Валерий Александров маттур. Питĕ тăрăшуллă çамрăк вăл. Икĕ çынна ылмаштарать вĕт. Анчах 3 пин тенкĕ преми патăм ăна, тепĕр çавăн чухлĕ парас тетĕп-ха. Ун пек çынсене хавхалантарма юрать…”
Карайсем кукуруза вырма тухнă. Унран хĕрсех силос хываççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, ăçта пăхан, унта ĕç вĕресе тăрать.