26 августа 2008 г.
Чăваш чĕлхи çинчен калаçнă чухне пĕр юлташ кĕтмен çĕртен:
— Чăваш чĕлхи мĕн тума кирлĕ вăл? — тесе хучĕ.
— Эсĕ кун çинчен мĕншĕн чăвашла ыйтрăн? Вырăсла ыйтмаллаччĕ, — терĕм çакна.
Пытармалли çук, чăваш ялĕсем вырăсланса пыни куç умĕнчех. Акă, Карай ялнех илер. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх атте, анне, атти, апай, асатте, асанне сăмахсене пĕр-икĕ çемьере çеç калаççĕ. Хăшĕ-пĕри вара тăван ачисене те атте, анне тесе калаттармаççĕ. Хăйсене “папа, мама” тени чуна пылаккăн туйăнать-ши?
Эпĕ Карайра çамрăк мăшăрсен урамĕнче пурăнатăп. Манăн кантăк умĕнченех ашшĕ-амăшĕсем, ачисемпе аслашшĕсемпе асламăшĕсем мăнукĕсемпе утса иртеççĕ. Чăвашла калаçаççĕ тетĕр-и? Çук. Ялта пулсан та — вырăсла! Çакăнта пĕчĕк “чăваш чĕпписем” тăван чĕлхепе чăвашла шăкăл-шăкăл калаçса иртсен мĕнешкел илемлĕ пулмалла.
Час-часах чăваш чĕлхине вĕрентекенсем:
— Ачасем чăвашла вĕренесшĕн мар, — теççĕ.
Тĕрĕсех-ши ку? Вĕренекенсен камран тĕслĕх илмелле-ши? Ман шутпа, вĕрентекенрен.
Эпĕ Красноармейски вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Чăваш чĕлхипе литературине пире Филипп Андреевпа Федор Тихонов вĕрентетчĕç. Иккĕшĕ те каярах çыравçăсем пулса тăчĕç. Эпир алăпа çырса чăвашла хаçат кăлараттăмăр, республикăри хаçат-журналпа çыхăну тытаттăмăр, çыравçăсемпе тĕл пулусем йĕркелеттĕмĕр. Район хаçачĕн редакцийĕнчен татăлма та пĕлмен эпир темелле.
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен тăван чĕлхе пуянлăхне, унăн хăватлăхне, И. Я. Яковлев халалĕсене уçса кăтартма пĕлмелле.
Паянхи çитĕнекен ăрăвăн тăван чĕлхе патне хĕрÿ туртăм çукки тĕлĕнтерет те, шухăшлаттарать те.