26 августа 2008 г.
Пирĕн ушкăн (унта район администрацийĕн строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх секторĕн заведующийĕ Б. М. Иванов, “Атăл — Чăвашэнерго — РВСК” УАО филиалĕн тĕп директорĕн строительство енĕпе ĕçлекен çумĕ Ю. П. Алексеенко тата çак йĕркесен авторĕ) Алманч ял тăрăхĕнчи Çĕньял Чуракасинчи йĕтем çинче пулчĕ. Унта çитсен пирĕнпе пĕрле ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л. Федорова хутшăнчĕ. Ыйтусем чылай ку тăрăхра. Любовь Германовна вĕсем пирки Шупашкар хăнине çул тăрăх каласа пачĕ.
Пире йĕтем çинче Г. Владимиров кĕтсе илчĕ. Кунта хĕрÿ ĕç шавĕ тăрать. Вăл каланă тăрăх, шывпуçсем çав кун тĕлне 200 гектар çинчи тыр-пула пухса кĕртнĕ. Лайăх çанталăк тăрсан ĕç çине 2—3 кунта вĕçлеме май пур.
Малтанхи кун çумăр çунă май “Дон-1500” комбайнсене ĕçе хатĕрлетчĕç.
Б. Ивановпа Ю. Алексеенко информаци кунĕн ыйтăвĕсемпе тухса калаçрĕç.
Йĕтем çинче вăй хуракан Р. Тимофеева Борис Михайловича çийĕнчех ыйту пачĕ: — Шывпуçне çÿрекен маршрутлă автобус хăçан çÿреме пуçлать? Б. Иванов ăна тĕплĕ хурав пачĕ.
Л. Данилована вара çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă май Алманч вăтам шкулне ачасене автобуспа турттарасси шухăшлаттарать.
Йĕтем çинче ĕçлекен С. Осипов электромонтера электричество хакĕ ÿссе пыни пăшăрхантарать. Çĕньял Чуракассисем районтан килнĕ хăнасенчен тивĕçлĕ хуравсем илчĕç.