АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Педагогсем канашларĕç

26 августа 2008 г.

 

Августăн 22-мĕшĕнче халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче Трак енри педагогика ĕçченĕсен йăлана кĕнĕ августри канашлăвĕ иртрĕ. Унта район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Н. Антонов “Вĕрентĕве модернизацилессин комплекслă проекчĕ — вĕрентĕвĕн паянхи модельне пурнăçа кĕртессин чи кирлĕ пусăмĕ” темăпа доклад туса пачĕ. Унта Трак чăваш-нимĕç гимназийĕн директорĕн çумĕ С. Дмитриева, Упири пĕ-тĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен В. Васильева, Красноармейскинчи иккĕмĕш вăтам шкулти В. Михайлов педагог, Еншик Чуллăри вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литературин учителĕ Г. Федорова, Пикшик вăтам шкул директорĕ А. Гаврилов, райцентрти “Чебурашка” ача сачĕн заведующийĕ Е. Федорова, райцентри иккĕмĕш вăтам шкул учителĕ Н. Ефимова, район пуçлăхĕ С. Николаев тухса калаçрĕç. Педагогсене Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнче вĕренекенсем саламларĕç, учительсен форумĕнче çамрăк специалистсене чысларĕç. Николай Илларионович ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн, парламентри “Единая Россия” фракци членĕн, Шупашкарти кооператив институчĕн ректорĕн В. Андреевăн саламлă телеграммине вуласа пачĕ.

Учительсен форумĕ, пĕр саслă пулса, резолюци йышăнчĕ. Пултаруллă педагогсене Хисеп грамотисемпе чысларĕç. Фойере чечексен выставки ĕçлерĕ.

Педагогсен форумĕ епле иртни çинчен хаçатăн çитес номерĕсенчен пĕринче тĕплĕнрех каласа парăпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика