26 августа 2008 г.
- Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн диспетчер служби пĕлтернĕ тăрăх, августăн 25-мĕшĕ тĕлне районĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 6808 гектар вырса çапнă е плана 63 процент тултарнă.
- Тулли мар яваплă “Агроснаб”, “АиКо” пĕрлешÿсемпе В. Н. Шумиловпа О. В. Волковăн хресчен-фермер хуçалăхĕсем вырмана вĕçленĕ.
- Вырса çапнă лаптăкран пурĕ 14672 тонна тырă алла илнĕ е гектарти вăтам тухăç 21,6 центнерпа танлашать.
- Апат-çимĕç фондне 370 тонна тырă ăсатнă.
- Августăн 24-мĕшĕнче район уй-хирĕсенче 40 комбайн ĕçленĕ.
- Вырса çапнă 4982 гектар çинчи улăма пухса рулонсем тунă е улмурие хывнă.
- Районĕпе кĕр тыррисем акма 3835 гектар çĕр хатĕрленĕ.
- 260 гектар кĕр тыррисем акнă, çав шутра тулли мар яваплă “Таябинка” пĕрлешÿре — 140, “Колосра” — 20, “Караевора” 100 гектар.
- Августăн 25-мĕшĕ тĕлне районĕпе 430 гектар çинче çĕртме сухи çĕкленĕ.