АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем Курск пĕккинче çапăçнă

26 августа 2008 г.

 

Çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче Курск пĕккинчи çапăçу пирĕн салтаксен мухтавлă çĕнтерĕвĕпе вĕçленнĕренпе 65 çул çитрĕ. Тăшман кунта хăйĕн 30, çав шутра танксен 7 дивизине çухатнă. Тытăçусем мĕн тери хаяр пулнине, мĕн чухлĕ юн юхнине вĕсенче пулнисем, вут-çулăма хăюллăн тÿссе ирттернисем, вилĕмпе куçа-куçăн тăнисем çеç пĕлеççĕ-тĕр.

Трак енре халĕ Курск пĕккинчи юнлă вут-çулăм витĕр тухнă ултă ветеран пурăнать. Вĕсем çаксем: Нестер Васильевич Васильев (Пикшик), Антон Александрович Александров (Кушар), Николай Александрович Александров (Туçи Чуракасси), Владимир Васильевич Васильев (Енĕшкасси), Яков Григорьевич Григорьев (Анат Кушар) тата Александр Иссакович Иссаков (Тусай). Чи асли 92-ре пырать, чи кĕçĕнни — 84 çулта. Вĕсем аллă куна пынă çав çапăçусене нихăçан та манăçа кăлармаççĕ. Тепĕр тесен, ăçтан манăн-ха пиншер салтак пурнăçне туртса илнĕ Курск пĕккине?

Ун чухне мухтавлă çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнĕ май, хаяр ку çапăçусене хутшăннă ентешсене Чăваш Республикин Президенчĕн Н. В. Федоровăн, çавăн пекех хамăр район пуçлăхĕн С. А. Николаевăн Тав çырăвĕсене панă, вăрăм кун-çул, телей суннă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика