26 августа 2008 г.
Августăн 22-мĕшĕнче, пĕтĕм Раççейри пекех, Красноармейскинчи Çĕнтерÿ паркĕнче Раççей патшалăхĕн символĕсен кунне паллă турĕç. Шăп та лăп 12 сехетре районти ветерансен хорĕ Раççей Гимнне мăнаçлăн янăраттарма пуçларĕ, çав хушăра Раççей патшалăх Ялавне çĕклерĕç.
Пĕтĕм Раççейри “Единая Россия” политика партийĕн районти организацийĕн политканашĕн членĕ, район администрацийĕн физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен сектор заведующийĕ А. Н Лебедев кăçалтан пуçласа çулленех Раççей патшалăхĕн символĕсен кунне августăн 22-мĕшĕнче кăнтăрлахи 12 сехетре паллă туса Раççей Гимнне юрлама йышăнни, Раççейпе эпир мăнаçланни, Раççее яланах ĕненни-шанни çинчен пĕлтерчĕ.
Кун хыççăн уява ертсе пыракан Н. Николаева Раççей ялавĕн шурă, кăвак тата хĕрлĕ тĕсĕсем мĕне пĕлтерни пирки каласа ăнлантарса пычĕ , хĕрсем икшерĕн умлăн-хыçлăн шурă, кăвак тата хĕрлĕ тăрăхсем йăтса, сцена çине улăхрĕç, унтан анса площадка тăрăх утса тухрĕç. Кун хыççăн ветерансен хорĕн пĕр ушкăнĕ “Край березовый” юрра шăрантарса пачĕ. В. Серафимов историк-искусствовед Раççей Ялавĕн историйĕпе паллаштарчĕ. Юлашкинчен ветерансен хорĕн членĕсем “Хлеб всему голова”, “Россия — Родина моя” тата ытти юрăсене шăрантарчĕç.