22 августа 2008 г.
Футболла выляса район чемпионĕ ята çĕнсе илессишĕн пынă ăмăртун иккĕмĕш çаврăмĕ вĕçленчĕ. Юлашки турсенчи вăйăсем çапла вĕçленнĕ.
Тăваттăмĕш тур: “Спарта” — “Союз” 1:6, “Факел” — “Вольник” 3:6, “XXI век” — “Пикшики”1:8 .
Пиллĕкĕмĕш тур: “Факел” — “Спартак” 4:2, “Исаково” — “Союз” 2:5, “XXI век” — “Вольник” 1:3.
Улттăмĕш тур: “Пикшики” — “Союз” 5:2, “Факел” — “Исаково” 0:3, “Спарта” — “Вольник” 0:3.
Çиччĕмĕш тур: “Вольник” — “Исаково” 2:2, “Факел” — “Пикшики” 2:6, “XXI век” — “Спартак” 5:1.
Чемпионатра “Пикшики” команда, 28 очко пухса, район чемпионĕ ята çĕнсе илчĕ. “Вольник” — 26, “Союз” 24 очкопа иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Чи лайăх бомбардир — Денис Тян (“Вольник”).