АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк спорта мĕн кирлĕ?

22 августа 2008 г.

 

Ялти ачасем — чи чăтăмлисем. Ачасемпе ĕçленĕ чух яланах хамăн ачалăха аса илетĕп. 6 çултан пуçласа эпĕ ĕнесем пăхнă. Килтен ирхи 6 сехетре тухса кайнă та каçхи 9 сехетчен уй-хирсемпе çырмасем тăрăх ĕнесем çитерсе çÿренĕ. Кунта пурне те паллă: тренировкăсем ирттермелли нимĕнле ятарлă план та кирлĕ мар, кунĕпех пур енлĕ тренировка. Тата кун каçипе 10—15 хутчен шыва кĕнĕ. Эпир ĕнесем кĕтнĕ вырăнтан пĕве инçех те марччĕ. Шыва кĕме пĕр-пĕрне ылмаштарса çÿренĕ. Малтан хĕр ачасем кайнă. Арçын ачасем çав вăхăтра вĕсен ĕнисене пăхнă, унтан эпир ылмашăннă. Каçхине киле таврăнсан, каçхи апат çиес те килмен, ывăннине те туйман. Çур литр куркипе анчах сунă сĕт çавăрса хунă та çывăрма выртнă. Ирпе вара питĕ çиес килетчĕ.

Таса сывлăш, чăн-чăн таса апат çини, вăй-хал ĕçĕ — çаксем ачасен сывлăхĕн никĕсĕ.

Хальхи вăхăтра ялти ачасем хăйсен вырăнне çухатнă. Пурин те телевизор, нумайăшĕн компьютер пур. Пирĕн вăхăтра ялта пĕтĕмпе те 3 çыннăн телевизор пулнă. Эпир нихăçан та телевизор умĕнче ларман, ларма та майĕсем пулман. Телевизор ачасене питĕ пăсать. Мĕн кăна кăтартмаççĕ унпа. Каçхи 9 сехет хыççăн, кашни 5 минутра тенĕ пекех, сăра пирки роликсем çавăрттараççĕ. Çул çитмен чылай ачасем çур çĕрчченех телевизор умĕнче ирттереççĕ.

Совет Союзĕнче сывă пурнăç йĕркин идеологийĕ, пĕтĕмĕшле илсен, ăнăçлă “ĕçленĕ”. Халĕ вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелесси пирки çырнă çĕнĕ саккунсен пĕр пунктĕнче те наркотик лару-тăрăвне тĕрĕслемелли нормăсене çырса кăтартман. Тен, наркотиксене хирĕç кĕрешмелли регионти программăсем валли укçа-тенкĕ уйăрассине тепĕр хут пăхса тухмалла? Шприца тем хулăнăш йĕрпе чĕрнĕ тата типĕ текст çырнă илемлĕ плакатсене кăларма укçа-тенкĕ уйăрмалла мар. Çавăн пек информаци пулнăран ачасен ăна тутанса пăхас туйăм пысăкланни пирки вĕсем хăйсем час-часах калаçаççĕ.

Ĕмĕрхи ыйту: мĕн тумалла? Укçа-тенкĕне хăратакан плакатсене кăларма мар, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлама тата физкультурăпа спорта малалла аталантарма ямалла мар-ши? Спорт ÿссе çитĕнекен ăрура яланах пĕрремĕш вырăнта пулнă вĕт. Физкультурăпа спорт çынсен сывлăхне лайăхлатма анчах мар, ачасемпе çамрăксене воспитани пама тата вĕрентме, кăмăл-туйăм пахалăхĕсене йĕркелеме пулăшнине тĕнче тата çĕр-шыв опычĕ те аван çирĕплетеççĕ.

Телевиденипе паракан хăш-пĕр рекламăсене курсан, эпĕ хам валли вырăн тупаймастăп, лăпкă çывăрма пултараймастăп. Ачасене физкультурăпа спорта мĕнле юратма вĕрентес-ши тесе пуçа вататăп. Хăвăрт утакансемпе нумай çул ĕçлесе, спортсменсене хатĕрлессине темиçе ÿсĕм тапхăрне пайларăм. Иртерех утма хăнăхтарни пулас утакансене пахалăхлă тата план тăрăх хатĕрлеме май парать.

Пуçламăш хатĕрленÿ тапхăрĕ (10—11 çулсенчи ачасемпе) — хăвăрт утмалли техникăна алла илесси. Вăй-хал хатĕрленĕвĕ тĕлĕшпе пысăк калăпăшлă ĕçсем туса ирттермелле. Ку чухне пĕтĕмĕшле вăй-хал хатĕрленĕвĕнче чăтăмлăха аталантармалли хăнăхтарусемпе ытларах усă курмалла. Тренировкăсене илĕртÿллĕ вăйăсемпе хăнăхтарусем кĕртсе пуянлатмалла.

12 —13 çулхисем хушшинче пултаруллă ачасене шыраса тупса, вĕсене хăвăрт утассипе специализацилентермелле. Ку чухне тренер задачи — ачасенче хăвăрт утас енĕпе специализацилес çĕрте кирлĕ пахалăхсене палăртасси — тĕпре пулмалла. Çак ÿсĕмре ачасенче çивĕчлĕх, чĕрĕлĕх (хусканулăх) пахалăхĕсем аталанаççĕ. Тренировкăсенче ытларах вăйăсемпе, вăйă хăнăхтарăвĕсемпе усă курни кирлĕ. Пĕтĕмĕшле вăй-хал тата ятарлă хатĕрленĕве çыхăнтарса пыни ачана пур енлĕн тĕрĕс аталанма пулăшать.

Малтанхи базăллă хатĕрленÿ тапхăрĕ (14—16 çул). Ку чухне тĕрлĕ енлĕ вăй-хал тата функционаллă хатĕрленÿ шайне ÿстересси тĕпре пулмалла. 16 çулта ÿпке калăпăшĕ хăвăрт ÿсес тапхăр, кăкăр клеткин форми улшăнасси вĕçленет.

Ятарлă базăллă хатĕрленÿ тапхăрĕ (17—19 çул). Кунта тренировкăсенче спортсменсен чăтăмлăхне аталантарма тăрăшмалла. Вĕсен организмĕ нумай çул пĕчĕккĕн тренировкăсем ирттернĕ вăхăтра пысăкрах йывăрлăхсене (нагрузки) йышăнма хатĕр. Анчах пысăк йывăрлăхсем хыççăн канса вăй илме те майсем туса памалла.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика