АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕçĕн Шетмĕре, спорт уявĕнче

22 августа 2008 г.

 

Иртнĕ эрне кун Кĕçĕн Шетмĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн стадионне, вĕри çанталăка тата уй-хирте хĕрÿ ĕç çи пынине пăхмасăр, спорта юратакансем, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем пухăнчĕç. Кунта Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн администрацийĕ пуçарнипе пирвайхи хут спорт уявĕ иртрĕ.

Стадиона уяв сăнĕ çапнă. Кăмăла çĕклекен юрă-кĕвĕ янăрать. Аякранах “Уяв ячĕпе!” тесе çырнă плакат куç умне ÿкет.

Кĕçĕн Шетмĕри кану центрĕн директорĕ В. Петрова уява хутшăнакансене командăн-командăн парада йĕркеленсе тăма хушать. Кĕçех вĕсен умне уявăн хăнисем — райадминистрацин физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен секторĕн заведующийĕ А. Лебедев, Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О. Андреева, хăвăрт утас енĕпе тĕнче класлă спорт мастерĕсем Л. Архипова (Дубовка), О. Хайбуллина, спорт мастерĕ Э. Хайбуллин (Кĕçĕн Шетмĕ), республикăри ялти чи лайăх тренера тивĕçнĕ В. Петров, Очкасси ялĕн старости, районти футбол федерацийĕн ертÿçи А. Лаврентьев тухаççĕ.

Раççей, Чăваш Ен, Трак ен Гимнĕсем янăраççĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О. Андреева спорт уявĕ уçăлни çинчен пĕлтерет.

— Паян чăн-чăн уяв, спорт уявĕ, — терĕ Ольга Валерьяновна. — 18 çул каярахри ÿкерчĕксем куç умне тухаççĕ. Ун чухне çĕнĕ шкул хута ярсан Л. Григорьев директорпа биологи учителĕ Ю. Илларионов çак стадиона çĕнĕ сăн кĕртес тесе мĕн чухлĕ тăрăшман-ши? Халĕ епле илемлĕ кунта. Паянхи уявра кашнинех ăнăçу сунатăп.

Район администрацийĕн физкультурăпа спорт секторĕн заведующийĕ А. Лебедев ял тăрăхĕн никĕсĕ çинче çакăн евĕр уяв ирттерме пултарнине ырларĕ.

Уява хутшăнакансем тĕнче класлă спорт мастерне Л. Архипована алă çупса кĕтсе илчĕç. Çакна тивĕçех В. Петров тренер патĕнче вĕреннĕ Людмила. Акă, кăçал çеç пирĕн ентеш хăвăрт утассипе Раççейĕн хĕллехи чемпионатне, Шупашкарта иртнĕ XXII Тĕнче кубокне, каярах Саранскра иртнĕ çĕр-шыв чемпионатне хутшăннă.

— Тавтапуç сире хăвăр уявăра чĕннĕшĕн. Килеймесĕр чăтаймарăм, мĕншĕн тесен спортри пирвайхи утăмсене аслă юлташсем пулăшнипе çакăнта тунă-çке. Ачасене спортпа туслашма, лайăх вĕренме ăнăçу, пурнăçра телей сунатăп. Ан манăр: спорт — сывлăх çăл куçĕ, — терĕ Л. Архипова.

Э. Хайбуллин спортсменсен умне тухсан тахăшĕ “кун медалĕсем туй арăмĕн тенкисем евĕрех шăнкăртатаççĕ”, терĕ. Чăнахах Эдикт уява ку таранччен ăмăртусенче çĕнсе илнĕ мĕн пур медальсемпе килнĕ. Вăл та асăннă уява йĕркелекенсене тав сăмахĕ каларĕ, спортсменсене ăнăçу сунчĕ.

Уява йĕркелесе ирттерме уйрăм çынсем, организацисем спонсорла пулăшу кÿнĕ. Кĕçĕн Шетмĕри почта çыхăну уйрăмĕ (начальникĕ Т. В. Антонова) пултаруллă спортсменсем валли ятарлă парне хатĕрленĕ, ăна Л. Архипова, Эдиктпа Оксана Хайбуллинсем тивĕçрĕç.

Пултаруллă спортсменсем çитĕнтернĕшĕн амăшĕсем те парнесемсĕр юлмарĕç. Вера Хайбуллина, Надежда Александрова (хĕрĕ Света спорт мастерĕн кандидачĕ, Шупашкарти Олимп резервĕсем хатĕрлекен училищĕне вĕренсе пĕтернĕ) В. Петрова аллинчен парнесем илчĕç.

Чи малтан кĕçĕн ушкăнри вĕренекенсене старт пачĕç. Вĕсем çуран утассипе тупăшрĕç, стадион тавра пĕр çаврăм турĕç. В. Петров тренер вĕсем çине мĕн пур кăмăлтан пăхса тăчĕ. Финиша Иринăпа Таня Хайбуллинсем, Ирина Ришко, икĕ Коля — Афанасьевпа Николаев малтан çитрĕç. Унтан çамрăк велосипедистсем тупăшрĕç, ачасемпе çитĕннисем 100 метра чупассипе вăй виçрĕç. Кашниех хăй çулĕсенче палăрчĕ.

Старта ачасемпе пĕрлех çулланнă çынсем те тухрĕç. Акă, 500 метра 30 çул урлă каçнă “Нива” ЯХПК поварĕ И. Ефремов, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, 65-ри Ю. Дубров, кăçал 75 çулхи юбилейне паллă тунă М. Тимофеев (Шетмĕ Михали) чупрĕç. “Тĕпре вырăн йышăнни мар, ăмăртăва хутшăнни”, — терĕ Михаил Тимофеевич.

Уявра стадионăн кашни кĕтесĕнчех çивĕч тупăшусем пычĕç. Пĕрисем граната печĕç, теприсем кире пуканĕ йăтрĕç, виççĕмĕшсем канат туртрĕç. Вĕсене куракансем пур енлĕн хавхалантарса тăчĕç. Акă, С. Ришко Кĕçĕн Шетмĕ вăтам шкулĕнче поварта ĕçлет. Уявпа та, ачисен кăтартăвĕсемпе те кăмăллă Светлана.

Л. Матвеев — ĕç ветеранĕ, нумай çул комбайнпа тырă вырнă. Вăл мăшăрĕпе, Галинăпа, килти ĕçе пăрахсах уява килнĕ.

Константин Дубров Кĕçĕн Шетмĕ вăтам шкулĕнче вĕреннĕ, ун хыççăн Шупашкарти Г. Лебедев ячĕллĕ лицейра пĕлÿ пухнă. Халĕ вăл Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин шалти çарсен Пермьри çар институчĕн студенчĕ. Каникул кунĕсене аслашшĕпе асламăшĕ патĕнче ирттерет. Темиçе тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнчĕ Константин.

Спорт уявĕнче тупăшса 1—3 вырăн йышăннисем грамотăсене, парнесене тивĕçрĕç. Авă, мини-футболта виçĕ команда вăй виçрĕ, вĕсем валли районти футбол спорчĕн федерацийĕн председателĕ А. Лаврентьев хăй парнесем хатĕрленĕ.

Чылайччен пычĕ спорт уявĕ. Унпа кашниех кăмăллă юлчĕ. Юлашкинчен спорт ăмăртăвĕсенче тупăшнисене тутлă шÿрпе çитерчĕç. “Эпир Пекинри çуллахи XXIX Олимп вăййисене хутшăнакансемпе пĕр вăхăтра тупăшма пултартăмăр, çакăншăн йĕркелÿçĕсене тав сăмахĕ калатпăр”, — терĕç спортсменсем.

Уява йĕркелекенсем вара Л. Архипована, Оксанăпа Эдикт Хайбуллинсене, С. Михайлована, А. Лаврентьева, вырăнти çыхăну уйрăмне, “Комок” магазин администрацине ăшшăн тав тăваççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика