АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх Ялавĕ

22 августа 2008 г.

 

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Б. Н. Ельцинăн 1994 çулхи августăн 20-мĕшĕнчи “Раççей Федерацийĕн Патшалăх ялавĕн кунĕ çинчен” Указĕпе Раççей Федерацийĕн Патшалăх ялавĕн кунĕ уяв çирĕплетнĕ. Ăна çулленех августăн 22-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Унăн тĕллевĕ — хальхи тата пулас ăрăва патшалăх паллисене хисеплеме вĕрентесси. 2000 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнче “Раççей Федерацийĕн Патшалăх ялавĕ çинчен” калакан саккун йышăннă. Раççейĕн Патшалăх ялавĕ — тÿрĕ кĕтеслĕ, виçĕ пĕр пек горизонтальлĕ ярăмсен анĕ: çÿлте — шурă, варринче — кăвак тата аялта хĕрлĕ тĕс. Патшалăх ялавне куллен РФ Президенчĕн Администрацийĕн, РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин тата Федераци Канашĕн, çĕр-шыв Правительствин, Конституци Сучĕ, Аслă Судăн, Аслă арбитраж Сучĕн, Тĕп прокуратурăн, Тĕп банкăн, Шутлав палатин, çын прависем енĕпе ĕçлекен Уполномоченнăйăн резиденцийĕн, Тĕп суйлав комиссийĕн, çавăн пекех влаçăн Федераллă органĕсен çурчĕсем, РФ Президенчĕн федераллă округĕсенчи полномочиллĕ представителĕсен резиденцийĕсен, РФ патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен çурчĕсем çине çакаççĕ.

РФ Патшалăх ялавне обществăлла пĕрлешÿсен çурчĕсем, харпăрлăх формине пăхмасăр предприятисемпе организацисем, учрежденисем, çавăн пекех çĕр-шывăн патшалăх шайĕнчи уявĕсенче пурăнмалли çурт-йĕрсем çине çакаççĕ.

Патшалăх ялавне официаллă церемонисенче, патшалăх влаçĕн федераллă, субăекчĕсем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, обществăлла пĕрлешÿсем, харпăрлăхне пăхмасăр предприятисемпе организацисем, учрежденисем ирттерекен ытти савăнăçлă мероприятисенче çĕклеççĕ.

РФ Патшалăх ялавне çĕр-шывăн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен çар чаçĕсемпе подразделенийĕсем куллен вырнаçнă çĕрте çĕклеççĕ.

Патшалăх Гимнĕ

Патшалăх Гимнĕ — чаплă та хавхалануллă юрă, патшалăх ялавĕ евĕрех, патшалăхăн официаллă символĕ.

РФ Конституцийĕпе килĕшÿллĕн, çĕр-шывăн патшалăх Гимнне — ăна çырассине, йĕркине, усă курассине — федераллă конституци саккунĕпе çирĕплетеççĕ. Хальхи “РФ Патшалăх Гимнĕ çинчен” вăйра тăракан саккуна 2000 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнче йышăннă. Унта А. В. Александров кĕвĕленĕ “Совет Союзĕн Гимнĕ” музыкăна усă кураççĕ, çĕнĕ текстăн авторĕ — С. В. Михалков.

РФ Патшалăх Гимнне çĕр-шыв Президенчĕ должноçа кĕнĕ, присяга тытнă, патшалăх влаçĕн, субăекчĕсен, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисем должноçа кĕнĕ, çавăн пекех ют çĕр-шыв делегацийĕсен ертÿçисене Мускавра официаллă майпа кĕтсе илнĕ тата ăсатса янă, çар ритуалĕсене ирттернĕ, спорт мероприятийĕсем йĕркеленĕ чухне усă кураççĕ.

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Гимнĕ янăранă чухне пурте ура çине тăраççĕ. Арçынсем пуçа тăхăннă япаласене хываççĕ.

Патшалăх Гербĕ

РФ Патшалăх Гербĕнче хĕрлĕ геральдика щитĕнче икĕ пуçлă ылтăн ăмăрт кайăк сăнланнă. Ăмăрт кайăк çийĕн Петр Великийăн историллĕ виçĕ корони (патшалăх пуç кăшăлĕ) (пуç çийĕн — икĕ пĕчĕк, вĕсем çийĕн пысăк виçелли); ăмăрт кайăк урисенче — скипетр тата державо (патша влаçĕн символĕ пулнă ылтăн хĕреслĕ шар); кăкăрĕ çинче — хĕрлĕ щит çинче — юмахсенчи вут çĕлене сăнăпа вĕлерекен юланутçă.

2000 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнче “Раççей Федерацийĕн Патшалăх Гербĕ çинчен” саккун йышăннă.

Патшалăх Гербне федераллă саккунсен бланкĕсенче, Раççей Президенчĕн указĕсемпе йышăнăвĕсенче, РФ Правительствин постановленийĕсемпе йышăнăвĕсенче, Конституци сучĕн, Аслă арбитраж сучĕн, Федераци Пухăвĕн палатисен, РФ правительствин решенийĕсенче лартаççĕ.

Патшалăх Гербне çар е патшалăх службинче тăракансен фирмăллă тумтирĕнче лартма ирĕк панă. Вăл укçа-тенкĕ паллисенче, патшалăх наградисенче пулма пултарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика