22 августа 2008 г.
Августăн 19-мĕшĕнче Трак енре район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсемпе шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем тата "Ял пурнăçĕ" хаçат журналисчĕсем хутшăннипе каçхи рейд иртрĕ. Ун вăхăтĕнче вĕсем, 4 ушкăна пайланса, хуçалăхсемпе ял хуçалăх предприятийĕсене çитрĕç, вырма тата уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынипе интересленчĕç.
Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, вĕрентÿ управленийĕн начальникĕ Н. И. Антонов ертсе пыракан ушкăн (унта ял хуçалăх пайĕн экономика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперчĕ М. В. Васильев тата çак йĕркесен авторĕ кĕчĕç) тулли мар яваплă “Колос”, “Бахча”, “Пинер” пĕрлешÿсемпе “Янмурзино” хуçалăхра пулчĕ.
“Колосра”, çумăр çунине пула, комбайнсем гаражрах ларатчĕç. Йĕтем çинче ĕçлекенсем сĕлĕ тасатса кĕлете ăсататчĕç. Н. Фомин управляющи пĕлтернĕ тăрăх, пĕрлешÿн тепĕр 328 гектар тĕш тырăна алла илмелле.
Янкас йĕтемĕ çинче шăпахчĕ. Тырă тасатакансем каçхи 6 сехетре килĕсене кайнă. “Бахча” пĕрлешÿ ертÿçи Н. Мамедов “70 га урпана Çĕрпÿрен вырма килмелле” терĕ.
“Пинерте” 2 комбайн Тури Кушар хыçĕнчи сĕлĕне вырма куçнăччĕ. В. Степанов ертÿçĕ ку культура лайăх тухнине пĕлтерчĕ. Йĕтем çинчи тырра тасатса кĕлетсене кĕртсе хураççĕ тата парăмсене татмашкăн кирлĕ çĕре ăсатаççĕ. Техника мĕнле ĕçленине С. Егоров инженер тĕрĕслесе тăрать, кăлтăксем тупăнсан тÿрлетме пулăшать.
“Янмурзино” йĕтемĕ çинче халăх кăткă пекех хĕвĕшетчĕ: йĕтем çинче ĕçлекенсем (вĕсем 20-ĕн ытла) кĕрхи тулăна тасатса куçса пыракан фонда хываççĕ. З. Петрова тĕп бухгалтер пĕлтернĕ тăрăх, ĕçченсене ĕç укçи шучĕпе урпа — 60, сĕлĕ 20 тонна панă. 400 гектара яхăн тĕш тырăсене вырса çапнă. Кĕрхи тулăн пĕр лаптăкĕ гектартан вăтамран — 60, урпан — 44, сĕлĕн 35 центнер тухăç парнеленĕ.
Уйра виçĕ комбайн ĕçлетчĕ. Августăн 19-мĕшĕнче кунта тепĕр çĕнĕ комбайн — “АGROS” — илсе килни çинчен пĕлтерчĕ Э. Петров ертÿçĕ, ăна Олег Васильева шанса панă-мĕн.
Тырă тасатса сортлакансен кăмăл-туйăмĕ çĕкленÿллĕ. Кунпа пĕрлех вĕсем хăйсем патне концертпа агитбригада тухса çÿременни пирки ÿпкелешсе калаçрĕç, “хăть районти халăх пултарулăх çуртĕнчисем хăйсен юрри-ташшипе килсе савăнтарччăр” терĕç.
* * *
Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Ю. Д. Петров ертсе пыракан пирĕн ушкăн (унта çавăн пекех физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен сектор заведующийĕ А. Н. Лебедев, милицин участокри уполномоченнăйĕ Е. В. Иванов тата çак йĕркесене халăх патне çитерекен В. Данилов кĕчĕç) чи малтанах “КРАСНОАРМЕЙСКАЯ” МТСа çитрĕ. Кăнтăрлаччен çумăр çунăран Леонид Федоров ĕçлекен “Нива” маркăллă комбайн кунтахчĕ. Тепĕр “Нива” вырмана тухасса, ыран кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлеме пуçласса, тĕш тырăсен 33 процентне алла илнине, вĕсем тата 160 гектар юлнине пĕлтерчĕç Д. Л. Федотов агрономпа В. Викторов механик. Кунта ĕçлекенсене райцентрти шкулсен ачисем (вĕсен ертÿçи В. И. Григорьев) пулăшаççĕ, 2 сменăпа вăй хураççĕ. В. З. Семенова та пур ĕçе те ĕлкĕрет.
18 сехет çитеспе “НОВАЯ СИЛА” хуçалăх йĕтемĕ çинче никам та (хуралçă та пулин) çукчĕ. Электричество лампине те сÿнтерме маннă.
“ЗАРЯ” хуçалăх ертÿçипе Н. В. Петровпа курнăçрăмăр та, вăл вырмалли лаптăк нумаях юлманнине, суха ĕçĕсем тунине çирĕплетрĕ. “Кăçал çав тери йывăр лекрĕ, комбайн, автомашина тата трактор двигателĕсене юсама тиврĕ. Çунтармалли-сĕрмелли япаласен ыйтăвне те татса патăмăр. Апат-çимĕç фончĕ умĕнче парăм çук, вĕсем те тырă леçнĕшĕн укçа-тенкĕпе татăлчĕç”, пĕлтерчĕ Николай Васильевич. Вăл минераллă удобренисемпе, гербицидсемпе усă курманни çĕртен кулниех пулнине те палăртрĕ. Ыран кунта пай çĕрĕсемшĕн 200-шер килограмм тырă валеçессине, ăна леçсех парассине, улăмпа та тивĕçтерессине каларĕç.
“ГИГАНТ” ял хуçалăх производство кооперативĕн IV бригада йĕтемĕ çинче нумай çул трактористра тимленĕ, халĕ хуралçă тивĕçне пурнăçлакан, 73 çула пуснă Н. Васильева çеç куртăмăр. “Каçхине шăпах пирĕн”, терĕ вăл. Тырри вара самаяхчĕ. “Енисей-1200” маркăллă çĕнĕ комбайнпа вăй хуракан В. Николаевпа кивĕ “Нивăпа” ĕçлекен Ю. Кириллов Супар ялĕ çывăхĕнчи пусăраччĕ. Бункерĕсем тулнă-мĕн. Кĕçех вĕсем патне Я. Я. Афанасьев водитель çитрĕ.
Алманчра КЗС ĕçлетчĕ, ăна пăхса тăракансемсĕр пуçне урăх никам та çукчĕ. 19 сехет те 45 минутра 3 комбайн паркра ларатчĕ.
“ВОСТОКРА” (кунта 20 сехет те 10 минутра пултăмăр) Г. Мефодьев хуралçă икĕ комбайнĕ те çĕмĕрĕлнине, “хуçисем” запас пайсем шырама кайнине пĕлтерчĕ.
* * *
Пирĕн рейд бригади (унта районти тĕп ветеринари инспекторĕ, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен патшалăх учрежденийĕн пуçлăхĕ В. Николаев, район администрацийĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пурлăх секторĕн заведующийĕ Б. Иванов, “Россельхозцентр” РПУн Чăваш Республикинчи филилалĕн районти уйрăмĕн начальникĕ Э. Николаева, районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕ О. Головин тата çак йĕркесен авторĕ) чи малтан “КАРАЕВО” ЯХПК-ан Çырмапуç бригадинчи йĕтем çине çитрĕ. Кăнтăрла иртнĕ хыççăн çунă çумăр кунти ĕçченсене ĕçлеме пĕртте чăрмантарман. Вĕсем йĕтем çине уй-хиртен килнĕ мĕн пур тырра витсе хума пултарнă.
Йĕтем çинче хĕрÿ ĕç шавĕ тăрать. Е. Семенов кладовщик каланă тăрăх, юлашки кунсенче йĕтем çине 148 тонна урпа килнĕ, 65 тоннине тасатса кĕлете кĕртме пултарнă. Халĕ те 8 ача тырă тасатнă çĕрте тăрăшать.
— Уй-хирте 3 комбайн ĕçлет. Вырмалли тата 46 гектар урпа, тулă 40 гектар юлчĕç, — тет В. Кириллов бригадир. — Çанталăк аван тăрсан уй-хирти вырма ĕçĕсене вĕçлеме пулать. Пирĕн 3 комбайн ĕçлет.
Карайран “ВОЛИТ” пĕрлешĕве çитрĕмĕр. Каç ĕнтрĕкĕ çапать ĕнтĕ. Икĕ “Дон-1500” комбайн йĕтем çинче ларать. — Мĕн тăвăн ĕнтĕ, кивĕ “уй-хир хуçисене” юсамасăр пĕр кун та иртмест, — тет Ю. Иванов механизатор. — Паян та, авă, хире тухаймарăмăр. Ыран хире тухма шанăç пур-ха.
Çула май Йĕпремри сĕт-çу фермине кĕтĕмĕр. Кунта траншейăна сенаж хывассине вĕçлесе пыраççĕ.
— Ĕçлекенсем каçхи апатра, — терĕ З. Иванова ватă. — Паян-ыран ĕçе вĕçлесе траншейăна хупса хурасшăн. Çакăн валли масса çитет.
“ШАТЬМА” хуçалăха 19 сехет те 30 минутра çитрĕмĕр. Хирте пĕр комбайн тырă вырать. Ăна В. Андриянов ĕçлеттерет. Хуçалăх ертÿçи Г. Васильев та кунтах.
“РАССВЕТ” хуçалăхра вара пире шăплăх кĕтсе илчĕ.
* * *
— Кăçал тыр пула пухса кĕртесси каярах юлчĕ. Çанталăкĕ чăрмантармасан пуянлăха алла илме çăмăлтарах, — хăйсен шухăшне пытармарĕç “Таябинка” пĕрлешÿри Çавалçырмари йĕтем çинче вăй хуракансем. — Кĕрхи культурăсене вырса пĕтернĕ пирĕн, çĕртме сухи тăваççĕ.
Йĕтем çинче каçхине 6 сехет çитеспе пултăмăр. Петр Константинов склад заведующийĕ ĕçченсен тăрăшулăхĕпе кăмăллă. Костя Степанов, Артур Петров канăçа çухатнă. КЗС йĕркеллĕ ĕçлет. Вăрлăх аллаççĕ. Юрий Клементьев уй-хиртен машинăпа урпа турттарать.
“Красное Сормовора” вырма ĕçĕсем кал-кал пыраççĕ. Яманак йĕтемĕ çинче тăрăшни, Ешкилт ялĕ çывăхĕнчи уйра икĕ комбайн çаврăм хыççăн çаврăм туни уççăнах çирĕплетрĕç çакна.
Яманак йĕтемĕ çинче каç пулттипе ултă сехет те çирĕм минутра пултăмăр. Лидия Алексеевна Пирошкина кладовщица тырă алласа сортлакан ушкăнпа паллашатчĕ.
— Çынсем йĕтем çине тухасшăнах мар çав. Улшăнчĕç. Халь, акă, пиллĕкмĕш кун бухгалтери ĕçченĕсемпе тăрăшатпăр. Паллаштарам: Римма Григорьева, Валентина Ильина, Света Александрова, Татьяна Иванова, Рена Пирошкина вĕсем. Тата икĕ çамрăк Сергей Павловпа Юрий Данилов та пулăшаççĕ пире, — терĕ Л. Пирошкина. — Анатолий Алексеев культура ĕçченĕ те çав йышра.
Анатолий Егоров машинист ОВС-25 сортировкăна ĕçлеттерет. Урпа алласа сортлать йĕтем çинчи ушкăн. Николай Федоров автомашинăпа уйран урпа турттарать.
— Тепĕр чух каçхине 11 сехетченех тулă тасататпăр. КЗС çеç ан чăхăмлатăр, — хăй калассине пытармасть Виталий Иванов ĕçчен. — 68 çулта ĕнтĕ эпĕ.
Ешкилт çывăхĕнчи уйра “Дон-1500Б” тата “Полесье” комбайнсем тулă выраççĕ. Комбайнерĕсем — Владислав Филипповпа Валерий Кузьмин. Тулă пусси 80 гектара яхăн-мĕн. Хальлĕхе 20 гектарне вырса тĕшĕленĕ. Сывлăм ÿкичченех ĕçлеççĕ. Бункерсенчи тырра хиртен Александр Карповпа Александр Иванов турттараççĕ. — Александр — хуçалăх ертÿçин Святослав Ивановăн ывăлĕ. Вăл ял хуçалăх академийĕн механизаци факультечĕн 2-мĕш курсĕнче вĕренет, — каларĕ А. Карпов водитель. — Каникулта пире пулăшать студент.
Хуçалăхра паянхи кун тĕлне кĕрхи тырă акма 300 гектар ытла çĕр хатĕрленĕ. Икĕ трактор сухалаççĕ. Яманакри сĕт-çу ферми çывăхĕнче силос хываççĕ.
“Нива” хуçалăхри Кĕçĕн Шетмĕ йĕтемĕ те тулăпа тулнă. Çÿремет енчен урпа килсех тăрать. Пĕр кăмăллă хĕрарăм пĕлтернĕ тăрăх, урпа выракан комбайнне Юрий Платонов ĕçлеттерет. Урпине вара Юрий Петров водитель турттарать.
Кĕçĕн Шетмĕ тăрăхĕнче эпир каçхине 7 сехет çитеспе пултăмăр. Йĕтем çинче шăпахчĕ.