22 августа 2008 г.
Августăн 18-мĕшĕнче ятарлă комисси районти комбайнерсен иккĕмĕш пилĕк кунлăхри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Ун тăрăх августăн 12—16-мĕшĕсенче комбайн экипажĕсен ăмăртăвĕнче, “Дон-1500Б” комбайнпа 286,9 тонна тырă вырса çапса, “Янмурзино” хуçалăхри Юрий Петрович ГАВРИЛОВ мала тухнă. Тулли мар яваплă “Таябинка” агрофирма” пĕрлешÿри Федор Кириллович ЯКОВЛЕВ 241,6 тоннăпа — иккĕмĕш, Михаил Петрович ПЕТРОВ (217 т, “Караево”) — виççĕмĕш вырăнсенче.
Асăннă комбайнерсене 500—300—200 тенкĕ премисемпе тата куçса çÿрекен вымпелсемпе чыслаççĕ.
Вырма паттăрĕсене чыс та мухтав!