19 августа 2008 г.
Августăн 20-мĕшĕнче, юн кун, пирĕн районта та, ытти çĕрти евĕрех, черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Хальхинче унăн темисем çапларах: “2008 çулхи пĕрремĕш çур çулта Чăваш Республикин бюджетне пурнăçланин, экономикăпа социаллă аталанăвĕн итогĕсем. Вĕрентÿ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлесси мĕнле пыни çинчен. Обществăлла инфратытăм обăекчĕсене 2008—2009 çулсенчи кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра хатĕрлес енĕпе Чăваш Республикин ĕç тăвакан власть тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçĕ-хĕлĕ”.
Информаци кунне хутшăнма Трак ене Чăваш Республикин экономика аталанăвĕ тата суту-илÿ министрĕ Иван Борисович Моторин ертсе пыракан ушкăн килмелле. Унăн тата районти информаци ушкăнĕсен членĕсем, ял тăрăхĕсенчи пĕчĕк тата аякри ялсенче пулса, халăхпа тĕл пулусем ирттереççĕ. Кунпа пĕрлех предприятисемпе организацисен ĕç коллективĕсемпе йĕркеленĕ курнăçусем вăхăтĕнче вĕсем актуаллă ыйтусене хуравлаççĕ.Çавăн пекех пĕрлехи информаци кунĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăнаççĕ.