19 августа 2008 г.
- Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн диспетчер служби пĕлтернĕ тăрăх, августăн 18-мĕшĕ тĕлне районĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 4454 гектар вырса çапнă, е вăл палăртнин 41,2 проценчĕпе танлашать.
- Çав лаптăкран 10949 тонна тĕш тырă çапса илнĕ, гектарти вăтам тухăç 23,2 центнерпа танлашать.
- Вырмара “Бахча”, “Агроснаб”, “Красное Сормово” пĕрлешÿсемпе “Досаево”, “Новая сила”, “Гигант”, “Караево” хуçалăхсем малта пыраççĕ. Вĕсенче тĕш тырăн 93,3—92,9—61,5—80,0—69,2—57,2—52,8 процентне алла илнĕ.
- “Красное Сормово” апат-çимĕç фондне — 200, “Гигант” — 70, “Таябинка” — 50, “Шатьма”, “Колос” — 20-шер, “Восток” 10 тонна тĕш тырă ăсатнă.
- Асăннă кун тĕлне 1937 гектар çинчи улăма пухса рулонсем тунă.
- Августăн 17-мĕшĕнче хирте 40 комбайн ĕçленĕ.
- Кĕр тыррисем акма 3695 гектар çĕр хатĕрленĕ, çав шутран 1100 гектарĕ унччен ахаль выртнă.
- Обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма утă — 2765, е вăл кирлин 67,2 проценчĕ пулать, сенаж — 4350 (73,2%), силос 3450 тонна хатĕрленĕ (24,6%).