19 августа 2008 г.
Тулли мар яваплă “Таябинка” пĕрлешÿри Ф. К. Яковлев комбайнер пĕрремĕш пилĕк кунлăх кăтартăвĕсемпе, августăн 7—11-мĕшĕсенче хăйне шанса панă “Дон-1500Б” комбайн бункерĕнчен 260,6 тонна çĕнĕ тырă парса, районти “уй-хир карапĕсен” экипажĕсем хушшинче пыракан ăмăртура пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Ăна çавăншăн 500 тенкĕ премипе тата “Вырма-2008” куçса çÿрекен вымпелпа чысларĕç. Çав саманта Чăваш телевиденийĕпе ÿкерсе илчĕç. Ун вăхăтĕнче пирĕн корреспондент Федор Кирилловичпа курса калаçнă.
— Федор Кириллович, пĕрремĕш пилĕк кунлăхри çитĕнÿпе саламлатăп Сире, малашне те çапла ăнăçлă ĕçлесе пыма ырлăх-сывлăх сунатăп.
— Тавтапуç.
— Федор Кириллович, кăçалхи вырма Сирĕншĕн миçемĕш-ха?
— Çирĕм иккĕмĕш.
— Кăçалхи пек ăнăçлă вырма Сирĕншĕн халиччен пулнă-и?
— Хуçалăхри комбайнерсен ăмăртăвĕнче палăркаланă. Анчах та район шайĕпе çапла пĕрремĕш вырăна тухни пулман.
— Чи тухăçлă ĕçленĕ кун миçе бункер вырса çапрăр?
— Августăн 9-мĕшĕнче кĕрхи тулă 16 бункер вырса çапрăм.
— Ĕçри ăнăçу Сирĕн шутпа мĕнрен килет?
— Ĕç патне чун туртнинчен, техникăна юратнинчен, ăна лайăх пăхса тăнинчен тесшĕн.
— Эсир халь ĕçлекен комбайнпа Олег Васильев 2 çул умлăн-хыçлăн, вырмара чи нумай тырă вырса çапса, “Вырма чемпионĕ” ята тивĕçрĕ. Кăçал çак ырă йăла-йĕркене малалла тăсас шухăш çук-и?
— Пур, паллах. Олег Васильев ятне ярас марччĕ тесех тăрăшатăп- ха.
— Федор Кириллович, ача чух Эсир кам пулма ĕмĕтленнĕ?
— Атте пек механизатор пулма, паллах. Пĕчĕк чух вăл киле пăрахса хăваратчĕ те, “мана та илсе кай-ха тесе”, ун хыççăн пайтах макăрса чупнă.
— Эсир çемье традицине малалла тăсса пыратăр. Федор Кириллович, хăвăр ачăрсем вара мĕнлерех, Сирĕн çулпа каясшăн мар-и?
— Асли пирĕн хĕр ача, вăл Лена ятлă, 8 класа куçнă. Ывăл ача — Дима — 3-мĕшне. Вăл техника патне туртăнасшăн. Тен, ÿссен механизаторах пулĕ. Халь шантарса калаймастăп-ха.
— Федор Кириллович, калаçушăн тавтапуç, çавăн пек лайăх çанталăкра Сире вăрах тытса тăрас килмест, çак вымпела алăран вĕçертмелле ан пултăр, ĕçре çĕнĕ çитĕнÿсем сунатăп, ĕмĕт-тĕллевĕрсем çитсе пыччăр.
— Тавтапуç ырă сăмахсемшĕн.