АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Волит” пĕрлешÿре

19 августа 2008 г.

 

“Волит” пĕрлешÿре манăн августăн 15-мĕшĕнче савăнăçлă сăлтавпа пулма тÿр килчĕ. Иртнĕ çырăнтару тапхăрĕнче Мăн Шетмĕ çыхăну уйрăмĕ районти “Ял пурнăçĕ” хаçата кашни 100 кил пуçне чи нумай çырăнтарнă, çакăнта ăна “Волит” пĕрлешÿ пысăк пулăшу панă, райхаçата кăна ун урлă 37 экземпляр çырăнтарнă. Çакăншăн райхаçат редакцийĕ асăннă пĕрлешÿ генеральнăй директорне Т. Г. Петрована дипломпа тата парнепе хавхалантарма йышăннă. Çав кун Тамара Георгиевнана çав наградăсене парса саламларăм та.

Сăмах май уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынипе интереслентĕм. Пĕрлешÿ ертÿçи В. И. Петров выльăх апачĕ тата вырма ĕçĕсем епле пынипе паллаштарчĕ. Хуçалăхра выльăх апачĕ хатĕрлесси малалла пырать. Планпа 750 тонна сенаж хывма пăхнă, асăннă кун тĕлне 900 тоннăна яхăн хывнă та ĕнтĕ. Пĕтĕмпе 1000 тоннăна яхăнах хатĕрлесшĕн. Уйри илепер, нимĕç пăрçи, люцерна хутăшне Александр Павлов Е-281 агрегатпа çулса вĕтетет. Герман Игнатьев Е-301 косилкăпа люцернăна çулса сенажа яма хатĕрлет. Симĕс массăна Юрий Никандров, Станислав Владимиров, Николай Потапов водительсем самосвалсемпе турттарса тăраççĕ. Валентин Михайлов Т-150 трактор çине çакнă бульдозерпа траншейăри массăна таптаса пусăрăнтарать. Ăна кĕвелĕкпе ытти кирлĕ элементсем хушса пуянлатаççĕ. Ку ĕçсене Ирина Федотова тĕп зоотехник йĕркелесе тăрать. Траншейăри массăна тирпейлемешкĕн Руслан Федотов çамрăкпа пенсие тухнă Зоя Иванова пулăшса тăраççĕ. Выльăхсем валли утă та хатĕрлеççĕ, çакна валли 40 гектар люцерна пуссине уйăрнă, хатĕр утта Леонид Иванов хăйне çирĕплетнĕ агрегачĕпе пресласа рулонсем туса пырать. Утти пĕтĕмпе 100 тоннăна яхăнах пулмалла.

Эпĕ пулнă кун пĕрлешÿре ыраш (150 гектар) вырассине вĕçлесе пыратчĕç. Уйра 2 комбайн (“Дон-1500А” тата “Дон-1500Б”) ĕçлет. Ыраша пухса кĕртсен, ĕç çи кĕрхи тулă пуссине куçать. Урпа каюллă пирки эпир пулнă кун тĕлне пухса кĕртме пиçсе çитейменччĕ-ха. Шăрăх çанталăк тăнă май вырма часах ку уя та куçĕ. Урпана тĕрĕслемелле вырса çапнă лаптăкран ку культура гектартан 25 центнера яхăн тухнă.

Пĕтĕмпе хуçалăхра кăçал тĕш тырăсене 550 гектар пухса кĕртмелле. Ку ĕçе йĕпремсем вăхăтра вĕçлессе иккĕленмелли çук.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика