АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ют çĕр-шыва каймалли çĕнĕ йышши паспорт

19 августа 2008 г.

 

РФ Президенчĕн 2005 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнчи 1222 №-лĕ Указĕпе килĕшÿллĕн, ют çĕр-шыва каймалли çĕнĕ йышши паспортсене граждансене 2006 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа хăйсем кăмăл тунă тăрăх параççĕ. Раççей Федерацийĕн территорийĕнче пурăнакансем ют çĕр-шыва каймалли паспорт пама ыйтса çырнă заявленисене Раççей Федерацийĕнчи федераллă миграци служби е Ют çĕр-шыв ĕçĕсен министерстви йышăнать. Киввине, унăн вăхăчĕ тухман пулсан, каялла тавăрса памасăр çĕнĕ йышшине çырмаççĕ. Енчен те Раççей Федерацийĕн гражданинĕн ĕçĕ ют çĕр-шыва каяссипе (уйăхра пĕр хутран кая мар) çыхăннă тата ку гражданинăн дипломати е служба паспорчĕ илме ирĕк çук пулсан, ăна ют çĕр-шыва яракан организаци ыйтнипе иккĕмĕш паспорт вырăнне çĕнĕ йышши паспорт çырса пама пултараççĕ.

Çул çитнĕ граждансене ют çĕр-шыва каймалли çĕнĕ йышши паспорт çырса пама çак документсем кирлĕ:

— Анкета-заявлени (пич тата тÿнтер енĕсем).

— 1000 тенкĕ патшалăх пошлини тÿленине çирĕплетекен квитанци.

— Ĕç кĕнекин копийĕ.

— Тĕслĕ хут çине 35х45 мм калăпăшпе çаптарнă 2 сăн ÿкерчĕк.

— Çар службине вĕçлени çинчен паллă тунă çар билечĕ е регистрациленĕ çĕртен çар комиссарĕ панă тивĕçлĕ справка (18 çултан пуçласа 27 çула çитичченхи арçынсем валли çеç).

— РФ гражданинĕн паспорчĕ тата унти 2, 3, 5, 17 тата 19 -мĕш страницăсен ксерокопийĕ (информаци пур листасен).

Çул çитмен çамрăксене ют çĕр-шыва каймалли çĕнĕ йышши паспорт çырса пама çак документсем кирлĕ:

— Çул çитмен çамрăксем валли анкета-заявлени (пич тата тÿнтер енĕсем).

— 14 çула çитичченхи ачасем валли — 500, 14 çултан пуçласа 18 çула çитичченхисемшĕн 1000 тенкĕ патшалăх пошлини тÿлени çинчен çирĕплетекен квитанци.

— 14 çул тултарманнисем валли çурални çинчен калакан свидетельство, унăн ксерокопийĕ, çавăн пекех çурални çинчен калакан свидетельствăра ачан РФ гражданлăхĕ пуррине çирĕплетекен паллă е вкладыш тата вĕсен ксерокопийĕсем пулмалла.

— 14 çула çитнĕ ачан çурални çинчен калакан свидетельствопа унăн ксерокопийĕ, çавăн пекех вăл кам пулнине ĕнентерекен тĕп документ (паспорт), унăн ксерокопийĕ.

— Тĕслĕ хут çине 35х45 мм калăпăшпе çаптарнă 2 сăн ÿкерчĕк.

— РФ гражданинĕн саккунлă представителĕн паспорчĕ (ашшĕ-амăшĕсенчен пĕрин. Усрава илнĕ çыннăн, пеккунăн е попечителĕн) тата паспортри 2, 3, 5, 17 тата 19 листасен ксерокопийĕ.

— Саккунлă представительсен правине çирĕплетекен документсем ( пеккун удостоверенийĕ, администраци пуçлăхĕн е судăн пеккуна панине çирĕплетекен йышăнăвĕ) тата вĕсен ксерокопийĕсем.

Асăрхăр! Паспорт валли сăн ÿкерчĕке вырăнтах тăваççĕ — çавăнпа та граждансене тирпейлĕ тăхăнса тата çÿçсене лайăх тураса пыма сĕнетпĕр. Енчен те эсир куçлăх тăхăнса çÿретĕр пулсан, куçлăхпа сăн ÿкерттермелле, унăн кантăкĕсем таса пулччăр. Ыйтса пĕлмелли телефон: 62- 91-33. Унпа эсир хăвăра интереслентерекен мĕн пур ыйтусене ыйтса пĕлме пултаратăр.

Граждансене ют çĕр-шыва каймалли çĕнĕ йышши паспорт пама ыйтса çырнă заявленисене Федераллă миграци службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн ют çĕр-шыва каймалли паспортсене çыракан уйрăмĕ йышăнать. Вăл çак адреспа вырнаçнă: Шупашкар хули, К. Маркс урамĕ, 37А çурт.

Граждансене йышăнмалли график:

Тунти кун 9 сехетрен пуçласа 18 сехетчен.

Ытлари кун 11 сехетрен пуçласа 20 сехетчен.

Юн кун 9 сехетрен пуçласа 13 сехетчен.

Кĕçнерни кун 11 сехетрен пуçласа 20 сехетчен.

Эрне кун 9 сехетрен пуçласа 16 сехет те 45 минутчен.

Шăмат кун 9 сехетрен пуçласа 16 сехетчен.

Апат вăхăчĕ 13 сехетрен пуçласа 13 сехет те 45 минутчен.

Канмалли кунсем: тунти кунпа шăмат кун черетленеççĕ. Эрне урлă: шăмат кун, вырсарни кун тата вырсарни кун, тунти кун.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика