19 августа 2008 г.
Район прокуратури кăçалхи çур çулта граждансен çăхавĕсемпе заявленийĕсене пăхса тухассипе мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетнĕ.
2008 çулхи январь — июнь уйăхĕсенче кунта 24 çăхав (пĕлтĕрхи çав тапхăрта 130 çăхав пулнă) пырса кĕнĕ, вĕсенчен 23-шне татса панă, 7-шĕн ыйтăвне тивĕçтернĕ. Икĕ çăхавне татса пама ытти ведомствăсене ярса панă. Следствипе дознани ыйтăвĕпе — 8 (пĕлтĕр 13 çăхав пулнă), вĕсенчен пĕрне тивĕçтернĕ.
2008 çулхи 6 уйăхра район прокуратурин сотрудникĕсем 47 (пĕлтĕр — 37) гражданина, вĕсенчен 32-шне (иртнĕ çул — 29) прокурор хăй йышăннă.
Çăхавсенче граждансем ытларах саккуна пăхăннине прокурор пăхса тăрассин тата следствипе дознани ыйтăвĕсене çĕклеççĕ.
Асăннă тапхăрта саккунсене пурнăçланине тата право акчĕсен саккунлăхне пăхса тăрас пирки татса панă 15 çăхавран 4-шĕ граждансен ĕç правине пăснипе çыхăннă.
Çул çитмен ачасен прависене сыхлас тĕлĕшпе саккуна пăхăнас ыйтупа 3-ĕн пынă, вĕсене пăхса тухса тивĕçтернĕ.
ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин “Малютка” ача çурчĕ” патшалăхăн сывлăх учрежденийĕн тĕп врачĕ А. Г. Васильевапа Т. В. Маслова ашшĕ-амăшĕн правине пурнăçламанни пирки 2 хут пĕлтернĕ, вĕсене район прокуратури вырăна кайса тĕрĕсленĕ тата çав фактсем çирĕпленнĕ. Уйрăммăн илсен тĕрĕслев çакна кăтартрĕ: сиплевпе асăрхаттару учрежденийĕнче сипленмелли вăхăт иртсен А. Г. Васильевапа Т. В. Маслова хăйсен пепкисене “Малютка” ача çуртĕнчен” илсе кайман, ачисем унта пулнă вăхăтра пырса та курман, вĕсен сывлăхĕпе тата мĕнле аталаннипе интересленмен. Кунсăр пуçне Т. В. Масловапа А. Г. Васильевана, ачисене сиплев учрежденийĕнчен илсе кайма килĕшмесен, вĕсене ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарма пултарасси пирки асăрхаттарнă. Асăннă амăшĕсем хăйсене йĕркеллĕ тытманнине район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн справкисемпе характеристикисем тата ытти те çирĕплетеççĕ.
Тĕрĕслев кăтартăвĕсемпе район прокурорĕ Т. В. Масловапа А. Г. Васильевана ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарма ыйтса район судне 2 хутчен тавăç тăратнă.
Иртнĕ тапхăрта алимент тÿлес енĕпе саккуна пăсни çинчен калакан пĕр заявлени пырса кĕнĕ. Ун тăрăх тĕрĕсленĕ вăхăтра райпора алимент тÿлес енĕпе саккуна пăснине тупса палăртнă.
Райпон хатĕрлев кантурĕнче товароведра ĕçлекен Н. В. Николаева 2007 çулхи февралĕн 13-мĕшĕнче ĕçрен хăтарнă. Унччен ун ĕç укçинчен уйăхсерен алимент укçи тытса пынă. Ăна ĕçрен кăларни пирки райпон тĕп бухгалтерĕ районти суд приставĕсен пайне тепĕр виçĕ эрнерен тин пĕлтернĕ. Саккун тăрăх ку ĕçе виçĕ кун хушшинче туса ирттермелле. Алимент шыраса илекене вара пачах пĕлтермен. Çавна май район прокурорĕ, çак çитменлĕхе пĕтерме ыйтса, райпо председателĕн адресĕпе представлени ярса панă.
Граждансене йышăннă вăхăтра район прокуратури 47 гражданина халь ĕçлекен саккун нормисене каласа ăнлантарнă. Çынсене ытларах ĕç пирки калакан саккун интереслентерет, çав шутра граждан, çемье, уголовлă-процессуаллă саккунсем те.
Прокуратурăн оперативлă сотрудникĕсем граждансене кулленех йышăнаççĕ. Ку ĕçе кун йĕркинчех тытса пыратпăр.