АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăсталăха аталантарассин чикки çук

19 августа 2008 г.

 

Эпĕ — “Газпром” ĕçченĕ, çав вăхăтрах юлашки 25 çулĕнче ачасемпе çамрăксене ирĕклĕ майпа кĕрешме вĕрентетĕп.

Ялта çуралса ÿснĕ май, ирĕклĕ майпа кĕрешесси пирки института вĕренме кĕрсен, унта пĕрремĕш тренировкăсене хутшăнсан çеç пĕлтĕм. Ĕмĕт-тĕллеве пурнăçа кĕртме майсем çуккипе чылай хушă тренировкăсене çÿреймерĕм, пурăнма укçи-тенки тивĕçсе пыман. Çавăнпа ĕçлеме те тивнĕ.

Хамăн майсене пурнăçа кĕртме пултарайманни, Трак енре ирĕклĕ майпа кĕрешесси пулманнишĕн пăшăрханни мана çак ĕçе пуçарма хистерĕ. Хамăр районти ялсенчи шкулсенчи ачасене ирĕклĕ майпа кĕрешес ен пуррине пĕлтерес килчĕ. Ку енĕпе пултарулăха туптаса вĕсем хăйсене хÿтĕлеме тата тĕреклĕ те сывлăхлă çитĕнме пултарнине туйса илччĕр тесех ĕнтĕ.

90-мĕш çулсенче, ялта колхоз-совхозсем арканма пуçласан, çынсене ĕç укçи тÿлеме пăрахрĕç, хăшĕ-пĕрисем валли ĕç вырăнĕ те тупăнмарĕ, чылайăшĕ чухăнланса юлчĕ, преступленисен йышĕ ÿссе кайрĕ, бандитсемпе вăрăсем ачасене хăйсен енне çавăрма тытăнчĕç, вĕсенчен шайккăсемпе ушкăнсем йĕркелесе, вăрă саккунĕсемпе пурăнма хистеме пуçăнчĕç.

Çавăн чух эпир, тренерсем, ачасене тÿнтер пулăмсенчен, вĕсен пуçĕсене криминал ăнлавĕсенчен хăтарма кирлине çирĕп туйса илтĕмĕр.

Эпир çак тĕллеве пурнăçа кĕртрĕмĕр тесе шутлатăп. Районти паянхи лăпкă лару-тăру, пирĕн унчченхи вĕренекенсем тытса пыракан ырă позици çакна тепĕр хут çирĕплетеççĕ те.

Ачасенче ирĕклĕ майпа кĕрешес интереса пĕтерес мар тесех эпĕ хамăн вĕренекенсене тĕрлĕ ăмăртусене (турра шĕкĕр, ĕç укçи çакна тума май панă ун чух) — малтан хамăр республика тăрăх, унтан — кÿршĕллĕ облаçсене — илсе çÿреме тытăнтăм. Вĕренекенсен ăсталăхĕ ÿссе пычĕ, ăмăртусенче вĕсем палăрма, дипломсемпе медальсем тата призсем çĕнсе илме пуçларĕç. Вăл вăхăтра ку ашшĕ-амăшĕсемшĕн япăх мар пулнă — ачасем спортпа туслашаççĕ кăна мар, çемье валли мĕн те пулин ĕçлесе илеççĕ. Ку вара пирĕншĕн те хăйне май ырă реклама пулса тăчĕ — пирĕн пата ачасем ытларах пыма пуçларĕç.

Çакна палăртмалла, çав çулсенче мана тренерсен семинарĕсенче пĕр хут та пулма тÿр килмерĕ: яман, тата вăхăчĕ те тивĕçмен. Кĕнекесемпе учебниксем сахал пулнă. Тĕрлĕ ăмăртусенче, ытти тренерсене сăнаса тăрса, опыт пухнă, интуиципе тата туйăмпа, хамăр тата ыттисен йăнăшĕсем çинче вĕреннĕ.

Анчах та пĕрремĕш кунран пуçласах вĕренекенсен умне çавăн пек саккун лартнă тата ăна паянхи кун та тытса пыратăп:

— аслисен кĕçĕннисене кÿрентермелле мар, вăйлисен — начартараххисене,

— вĕреннĕ мелсене, тренировкăсенче пухнă пултарулăха ыттисене тата хăвна хÿтĕленĕ чух çеç усă курмалла, кама та пулин кÿрентерес тĕллевпе мар,

— кавир çинче кĕрешнĕ чух таса мар мелсемпе тата меслетсемпе усă курмалла мар, сирĕнпе тытăçакан вĕсемпе усă курма хăтлансан та,

— шкулта вĕренесси тĕп задача пулмалла, кĕрешÿ — иккĕмĕш вырăнта, ÿт-пÿ мышцисене карăнтармалла çеç мар, пуç мимине те ĕçлеттермелле, мĕн усăллине пурне те асра тытмалла.

Ачасемпе ĕçлеме пуçланă пĕрремĕш кунранах эпĕ шкулпа тата хамăн вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсемпе тăтăшах тачă çыхăну тытнă. Çавăнпа шкул ертÿçисем час-часах йывăр ачасене ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине илме ыйтатчĕç, эпĕ вĕсен ыйтăвне тивĕçтерме тăрăшнă та. Хăш-пĕр чух вара хамăн вĕренекенсене вăл е ку йывăр ачана, тĕрлĕ майпа илĕртсе, ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен секцине тренировкăна илсе пыма ыйтаттăм. Унпа пĕр вăхăтрисем, хăйпе çине тăрса ĕçлесе, мĕнле улшăнса пынине курччăр тесех ĕнтĕ.

Паллах, çакă илĕртнĕ йывăр ачана, вара вăл та тренировкăсене çÿреме тытăннă. Пĕр вĕренекен те ăна ÿпкелемен, тепĕр май, пулăшма васканă. Ялан тенĕ пекех çĕнĕрен секцине çÿреме пуçланисем çумне наставниксем — хамăн чи лайăх вĕренекенсене çирĕплететтĕм.

Ачасемшĕн чи лайăх учебник тата курăнса тăракан тĕслĕх, ман шутпа, вĕсен тренерĕ пулса тăрать. Çавăнпа та, ман çинчен никам та усал сăмах калама ан пултартăр тесе, вĕсемпе хисеплесе тата тÿррĕн калаçатăп. Суеçтернĕшĕн явап тыттарнă, хушма вăй-хал тиевĕ панă. Ман секцине хамăн пур ачасем те, шăллăмăн ачисем те çÿренĕ. Вĕсене эпĕ нихăçан та уйрăммăн палăртман. Тепĕр май, вĕсенчен ытларах ыйтнă, ăмăртусенче те, тренировкăсенче те ытти ачасемпе калаçнă пекех калаçнă.

Уявсенче хамăр вăйпа савăнăçлă каçсем ирттернĕ, юрă-кĕвĕ, вăйăсемпе ташăсем пулнă. Унта тата яланах чейпе торт. Ку вара ачасене çав тери çывăхлатать.

Вĕсенче тăван тăрăха, çĕр-шыва юратас тата хисеплес туйăм çуратма, вăратма тăрăшнă тата тăрăшатăп та. Вĕренекенсене яланах çапла калатăп: районти ăмăртусенче пирĕн хамăр секцири кĕрешÿçĕсен мала тухма тăрăшмалла, республикăрисенче — хамăр районăн, Раççей шайĕнче иртекеннисенче — хамăр республикăн е хамăр округăн, тĕнчерисенче — хамăр çĕр-шывăн тесе калатăп.

Хамăн ĕçре яланах кашни вĕренекенĕн характерĕпе пултарулăхне шута илме, унăн лайăх тата вăйлă енĕсене тĕпе хума тăрăшатăп.

Эпĕ хамăн вĕренекенсене, чи малтанах хама çапла калатăп: “ăсталăха ÿстерсе пырас çĕрте чикĕ çук”.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика