АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тыр-пула та кĕлете кĕртмелле, витесене те юсамалла

19 августа 2008 г.

 

Ял çыннишĕн канăçсăр вăхăт халĕ: çанталăкĕ типĕ чухне уй-хирте çитĕнтернĕ пуянлăха çухатусемсĕр алла илмелле. Тата кĕр енне те каятпăр: выльăх-чĕрлĕх фермисене те хĕле тĕплĕн хатĕрлессине манма юрамасть. Пĕр-пĕринчен уйăрмах та çук-ха ку ĕçсене. Çавăнпах пирĕн рейд бригадин членĕсем, унта районти тĕп ветеринари инспекторĕ, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен патшалăх учрежденийĕн пуçлăхĕ В. Николаев, ăратлăх енĕпе ĕçлекен Л. Моисеева зоотехник тата çак йĕркесене çыраканĕ В. Данилов кĕчĕç, çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче “Новая сила”, “Гигант” тата “Восток” хуçалăхсенче пулнă май, икĕ ыйтăвĕпе те пĕрешкелех интересленме çине тăчĕç.

“Новая сила” ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи В. Никитин тыр-пулăн 55 процентне пухса кĕртнине, ку ĕçе, йĕпе-сапа пулмасан, çитес кунсенчех вĕçлессе пĕлтерчĕ. 60—70 гектар кĕр тыррисем акма пăхаççĕ кунта, 50 гектар çĕрĕ хатĕрпе пĕрех. Ял çыннисене çĕршĕн тырă валеçеççĕ, улăм та пама пăхнă.

“Ĕçлекенсем пĕтĕмпе тенĕ пекех уйра. Фермăна юсама алă тивĕçмест-ха. Вите тăррине юсаса ĕлкĕртĕмĕр ĕнтĕ пурпĕр. Кунта сыснасене те, сурăхсене те, лашасене те тытма вырăн тивĕçет. Витене дезинфекцилемелле, ытти вак-тĕвек ĕçсем те пур-ха”, терĕ Валерий Васильевич.

Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ку хуçалăхра сыснасем — 12, сурăхсем — 46, лашасем 4 пуç шутланнă. Сурăхсене уйра Михаил Павлов шкул ачи кĕтсе çÿрет. Сентябрьтен ял кĕтĕвĕпе пĕрле пăхма шутлаççĕ (ялти ватăсемшĕн уйрăмах меллĕ ку). Сыснасене Галина Иванова пăхать.

“Утă пур, улăм та пулать. Вăкăрсен йышне 10 пуçа çитересшĕн. Халăхран та туянасшăн-ха вĕсене”, пĕлтерчĕ председатель.

“Гигант” хуçалăх ертÿçине В. Александрова Алманчри КЗС çывăхĕнче тĕл пултăмăр. Тыр-пул пухса кĕртессипе “экватора” çывхаратпăр пулас. Уйра 7 комбайн, çав шутра çĕнни — “Енисей-1200” маркăлли те.

“Фермăсем патне алă çитеймерĕ çав. Строительсем те, ав, паян уйра. Витесенче урай хăмисене улăштармалла, клеткăсене çĕнетмелле, дезинфекци ĕçĕсене те ирттермелле. Вак-тĕвекки тата та пур-ха вăл. Паллах, укçи-тенки те сахал мар кирлĕ. Халĕ, ав, комбайнсене топливăпа заправка тума кунне çеç 20—25 пин тенкĕ тухса каять. Витесене вара сивĕсемччен йĕркене кĕртсе çитеретпĕрех”, шантарса каларĕ Владимир Валерьянович.

“Восток” хуçалăхăн Çĕньял Чуракасси фермине эпир çитсенех Н. Порфирьева заведующи те пычĕ. Кăмăлĕ хуçăках мар-ха Наталья Владимировнан. Сăвакан 40 ĕне кунта. Дояркăсем 2-ĕн: Елена Федорова тата Людмила Еперина. Талăкра ĕне пуçне 10-шар килограма яхăн продукци илеççĕ. Выльăхсене уйра çÿретнисĕр пуçне куллен 3-шер килограмм пусыпка параççĕ. Хуçалăх хĕл валли утă — 250, сенаж 600 тонна хатĕрленĕ. Юсав ĕçĕсем пур-ха. Витене дезинфекцилесе шуратмалла тата. Мĕн пур ĕçе вăхăтра пурнăçласа ĕлкĕрмелле, мĕншĕн тесен хĕл умĕн Шывпуç ферминчи выльăхсене те кунта куçарма пăхаççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика