19 августа 2008 г.
Тулли мар яваплă “Шатьма” пĕрлешÿн кăçал пĕрчĕллĕ тĕш тырăсене 240 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Вырма ĕçĕсем вăй илсех пыраççĕ кунта. Валерий Андрианов хăйне çирĕплетсе панă СК-5 “Нива” комбайна, вăл кивелсех çитнĕ пулин те, пĕр тикĕс ĕçлеттерме çине тăрать. Вăл вырса çапнă тырра Виталий Авинов механизатор йĕтем çине турттарать.
— Паян халиччен çичĕ бункер пачĕ, каçчен тепĕр çавăн чухлĕ пулать пулĕ-ха, — тет В. Авинов. — Сывлăм ÿксен те тепĕр кана вырать вăл…
Вĕсен ĕçĕпе пĕрлешÿ ертÿçи Г. Васильев кăмăллă.
— Ку таранччен “Чăвашçăкăрпродукта” 12 тонна ыраш ăсатрăмăр, — пĕлтерет Герман Геннадьевич. — Ку ĕç малалла пырать.
Вырса çапнă улăма Николай Васильев тракторист хыçранах пресс-подборщикпа пухса рулонсем туса пырать. Вĕсене вара çийĕнчех çынсем илсе кайса тăраççĕ…
Комбайн шав малалла шăвать, вырмалли лаптăк вара пĕчĕкленсех пырать.